АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.01.16 Ĕçе хаклани тăрăшма хистет

Тури Çĕрпÿкассинчи пуçламăш классене вĕрентекен Алевтина Ильинична Скворцова 2009 çул вĕçĕнче район пуçлăхĕн премине – 5 пин тенке тивĕçрĕ. Александр Иванович пултаруллă педагога вĕрентÿ ĕçĕнче чылай çул ырми-канми ĕçленĕшĕн, ăслă-тăнлă, хастар ачасем хатĕрленĕшĕн ăшшăн тав турĕ, малашне те хавхаланса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

А.И.Скворцова педагогика ĕçĕнче 28 çул ĕнтĕ. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре пуян опыт пухнă аслă пĕлÿллĕ, I категориллĕ педагог вĕренекенĕсене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парассишĕн тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать. Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ырă учителе ачасем хисеплеççĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те педагогăн ĕçĕпе кăмăллă.

Кăçал Алевтина Ильинична 2-4 классене пĕлÿ парать. Класра пурĕ 8 ача вĕренет. Питĕ сахал ача-çке класра тетĕр-и? Пĕр харăсах икĕ класа пĕлÿ тĕнчипе паллаштарма учительшĕн чĕр тамăк темелле. Çапах та А.И.Скворцова пуçа усмасть, кашни ачан тавра курăмне аталантарма, урокра илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма вĕрентет. Халĕ тата унăн ĕçне тивĕçлĕ хак пани – район пуçлăхĕн премийĕпе хавхалантарни педагога татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет.

Л.Шивиркина

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика