АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.01.27 Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул

Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие тĕп тунăранпа кăçал 65 çул çитет.

1941-1945 çулсенчи хаяр та хăрушă çулсем çинчен эпир, паянхи ăру, кĕнекесем вуласа, фильмсем курса çеç пĕлме пултаратпăр. Вăрçăра çапăçнă ветерансем 80 çултан иртрĕç ĕнтĕ. Çулсерен вĕсен йышĕ сайралансах пырать. Çитĕнекен ăрăвăн вара хăйсен аслашшĕсемпе асламăшĕсен паттăрлăхĕ пирки пĕлмеллех. Çавăнпа та, вăрçă паттăрĕсем ырă-сывă чухне, пирĕн вĕсене манмалла мар. "Пирĕн пурнăç" райхаçат коллективĕ, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн талпăннă, тăшмана парăнмасăр хăюллăн çапăçнă ентешсене сума суса, "Аса илме хăрушă – манма юрамасть" ятпа конкурс йĕркелеме палăртать. Унта историн паллă пулăмĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе е тылпа çыхăннă ÿкерчĕксем, виç кĕтеслĕ çырусем... тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç. Çавăн пекех конкурса хутшăнакансем тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕсем... вăрçă çинчен каласа панă аса илĕвĕсене, хăйсем вăрçă темипе хайланă сăвăсене, статьясене конкурса тăратма пултараççĕ.

Хаклă вулаканăмăрсем, шкул ачисем! Райхаçат Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттерекен конкурса хастар хутшăнăр. Пирĕн вăрçă пирки, унта çапăçса пуçĕсене хунă çынсене, паянхи кун пурăнакан вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене манма юрамасть. Вĕсем тăнăç пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнă. Вĕсемшĕн вара чи пысăк награда вăл – эпир манманни, аса илни пулĕ.

"Аса илме хăрушă – манма юрамасть" конкурса çулталăк вĕçĕнче пĕтĕмлетĕпĕр, çĕнтерÿçĕсене палăртăпăр.

Редакци коллективĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика