АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.10 Нихăçан та вăрçă ан алхастăрччĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен эпĕ фильмсем курса çеç пĕлетĕп. Унсăр пуçне аннепе атте хăйсен аслашшĕсем пирки каласа панипе вăрçă мĕнле хăрушă инкек пулнине ăнланатăп. Манăн аттен аслашшĕ, Уйпуç ялĕнче çуралнă Петр Зайцев, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Атте каласа панă тăрăх, унăн аслашшĕн Днепр патĕнчи çапăçăва хутшăнма тивнĕ. Хăюлăхпа палăрнă вăл, тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнăшăн медале те тивĕçнĕ. Шел, ку медале паянхи кунччен упранса юлайман. Мăн асаттепе çыхăннă тепĕр историе те каласа пачĕ атте. Мăн асаттене тата ытти совет салтакĕсене нимĕçсем тыткăна илсе барака хупса чĕрĕллех çунтарса ярас тĕллевлĕ пулнă. Пирĕннисем вăхăтра килсе çăлнипе кăна вĕсем чĕрĕ юлнă. Мĕнле тискер пулнă нимĕçсем.

Вăрçă халăхшăн мĕнле пысăк инкек пулнине эпĕ ăнланатăп. Çавăнпа та манăн нихăçан та вăрçă пултарас килмест, яланах тăнăçлăх пултăрччĕ эпĕ пурăнакан çĕршывра.

Я.ЗАЙЦЕВ,

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 4 А класра вĕренекенĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика