Кăçал октябрь уйăхĕнче пирĕн çĕршывра халăх çыравĕ иртмелле. Истори çинче чарăнса тăрас-тăк, халăх перепиçне пĕрремĕш хут 1897 çулта туса ирттернĕ, кайран – 1920, 1926, 1937, 1939... çулсенче. Юлашки çырав 2002 çулта пулчĕ.
Çыравăн тĕп тĕллевĕ – Раççей Федерацийĕнче пурăнакан халăх шутне, йышне, çынсем ăçта вырнаçнине пĕлесси. Çырав çав тери тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума май парать. Ăна ирттерни халăх йышне шута илнипе кăна вĕçленмест. Перепиç çĕршывра миçе арçын, миçе хĕрарăм пулнине, вĕсен çулне, национальноçне, çемьелĕхне палăртать. Çавăн пекех çырав çемьесен тытăмне, тăванлăха та уççăн çутатса парать.
Хатĕрлев ĕçĕсене йĕркелеме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ йышăну тунă, унпа килĕшÿллĕн районта та хатĕрлев мероприятийĕсене ирттерме хушнă. Халăх çыравне туса ирттерес ĕçри ыйтусене татса пама районта комисси йĕркеленĕ. Вăл ĕç планĕ тăрăх ĕçлесе пырать. Хальхи вăхăтра хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. Районта халăх пурăнакан вырăнсен чиккине тĕрĕс палăртнă. Вырăнти халăха тĕрĕс те туллин шута илес, çуртсен, хуçалăхсен списокне тăвас тĕлĕшпе конкретлă ĕçсем туса ирттернĕ. Картографи материалĕсене çĕнетсе кăларнă. Çырав кампанине хатĕрленнĕ тапхăрта адрес хуçалăхне йĕркене кĕртесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать: аншлагсем, урамсен ячĕсем, çуртсен, хваттерсен номерĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслесе тухнă. Ку ĕçре ял тăрăхĕсем тăрăшса ĕçленине палăртмалла, уйрăмах Мăн Этмен, Ачкасси тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсем пур çуртсем çинчи номерсене те тĕплĕн улăштарчĕç.
Хальхи вăхăтра тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене анлăн туса пырасси. Ăна пурнăçлама массăллă информаци хатĕрĕсемпе усă куратпăр, тĕрлĕ стендсемпе кĕтессем йĕркелетпĕр.
Çырав ăнăçлă ирттĕр тесен ĕç тăвакан влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, пур учрежденисемпе организацисен, предприятисен хатĕрлев мероприятийĕсене ирттерекен вăйсене пĕрлештермелле, халăхăн та активлă пулмалла. Çакна районта пурăнакан кашни çын ăнланасса тата айккинче юлмасса шанатпăр.
Л.Тинехпейкина