АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.06 Вăрçă пĕрлештернĕ çыхăну татăлман

Эпĕ, Аркадий Антипович Калинин, Муркаш районĕнчи Мулкачкасси ялĕнче 1929-мĕш çулта çуралнăскер, райхаçат ирттерекен конкурса хутшăнса хамăн атте пирки каласа парас кăмăллă.

1939 çулта манăн аттене, А.Калинина, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи финанс пайне ĕçлеме куçарчĕç. Çавна май пирĕн çемье, аттепе анне тата эпĕ, кунта пурăнма куçрĕ. Атте 4 çул районти финанс пайĕн заведующийĕнче тимлерĕ.

1942 çулта, эпĕ 5-мĕш класран вĕренсе тухсан, юратнă çыннăмăра Тăван çĕршыв вăрçине илсе кайрĕç. Ăна вăрçа илсе кайсан аннепе Муркаш районне каялла таврăнтăмăр. Пирĕн çурт пушă ларнипе унта Мускав майрисем – эвакуациленĕскерсем – пурăнатчĕç. Вĕсен хуйхине ăнланса, тĕрĕссипе пире пĕр хуйхă – нимĕçсем пирĕн çĕршыври тăнăçлăха аркатни – пĕрлештерсе тăратчĕ, анне çынсене хăваласа ямарĕ. Пĕчĕк пÿртрех 1944-мĕш çулччен пĕрле пурăнтăмăр, унтан тăваттăшне те Мускава ăсатса ятăмăр. Сăмах май, пирĕн çуртра пурăннă çынсемпе вĕсем çут тĕнчепе сыв пуллашичченех çыхăну тытрăмăр. Вĕсем патĕнче эпир хăнара та пулнă. Халĕ вĕсем вилнĕ ĕнтĕ, ачисем пурăнаççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пĕрлештернĕ çыхăну малалла тăсăлать.

Аттелĕх вăрçинче атте пулеметчик пулса çапăçнă. Нимĕç салтакĕсем çине вут-хĕм тăкнă çеç. Вирлĕн кĕрешнĕ вăл фашистсемпе, çапăçура ялан малта пулнă. Вăрçă унăн чунне çеç мар, кĕлеткине те суранланă. Çапăçура вăл йывăр аманнă, ирсĕр чун иллисене пула хăрах куçсăр тăрса юлнă. 1946-мĕш çулта çеç атте вăрçăран таврăнчĕ. Ăна тÿрех колхоз председательне суйларĕç. Тĕрлĕ ĕçсенче тимлерĕ вăл.

Çулсем иртнĕçемĕн халăх паттăрлăхне, Тăван çĕршыв вăрçин пулăмĕсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланса пыратăн. Совет халăхĕ мĕнле йывăрлăхсем тÿссе ирттернине çырса кăтартма май çук. Вăрçă манăн чунра та тарăн йĕр хăварчĕ, вăл ачалăха аркатрĕ, çемьене хуйхă кĕртрĕ. Паянхи ăру тăнăç пурнăçпа çеç пурăнтăр.

А.Калинин

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика