АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.10 Паттăр автоматчица

Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем çак кунсенче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕпе – Клавдия Гавриловна Ижетниковапа тĕл пулчĕç.

Чи малтанах çак класра вĕренекен Д.Максимов хăйĕн мăн асламăшĕ патне кайса тĕл пулу пирки калаçса татăлчĕ. Палăртнă куна пурте чăтăмсăррăн кĕтрĕç, Клавди аппа валли парнесем хатĕрлерĕç.

Часах кĕтнĕ кун та çитрĕ. Клавдия Гавриловна ачасене питĕ хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Çак 87 çула пуснă асаннен кăкăр тулли орденĕпе медалĕсене курсан вĕренекенсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Клавди аппа вĕсене тытса пăхма чармарĕ. Сĕтел хушшине вырнаçса ларсан вăл хăйĕн пурнăçĕ çинчен васкамасăр, ерипен каласа пачĕ:

– Эпĕ 1923 çулта Упахушкăнь ялĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухне кĕнекесем вулама питĕ юрататтăм. Манăн ĕмĕтĕм – учитель пуласси пулнă. Учительсене хатĕрлекен курссене пĕтерсен Штанашри шкулта пуçламăш классене вĕрентме пуçларăм.

Анчах та вăрçă пуçлансан, тăшман Мускав хули патне çывхарсан, çамрăк хĕр хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса 1943 çулхи август уйăхĕччен Хĕвеланăç фрончĕн 269-мĕш стрелковăй дивизинче автоматчиксен ротинче çапăçать. Мĕн кăна курман-ши Клавди аппа çав вăхăтра! Унăн вăрçă çулĕсене аса илнĕ чухне куçĕсем шывланчĕç. Смоленск патĕнчи çапăçура çамрăк хĕре йывăр амантаççĕ. 8 уйăх хушши госпитальте выртнă хыççăн вăл яла таврăнать.

– Халĕ те манăн ÿпкере ларакан мина ванчăкĕ çав хăрушă кунсене манса кайма памасть, – палăртрĕ хăйĕн калаçăвĕнче К.Ижетникова.

Клавдия Гавриловнана çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе тата нумай медальсемпе чысланă.

К.Ижетникова Çĕн Атикасси ялĕнчи пĕртен-пĕр вăрçă участникĕ. Ыттисем пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Халĕ вăл пĕчченех пурăнать, 4 ачин хăйсен çемйисем. Ачисем кашни эрнерех ватă амăшĕ патне килеççĕ. 7 мăнукĕ те çитĕнсе çитнĕ. Ватă кинемей вĕсемпе мухтанать кăна.

– Эсир шкулта лайăх вĕренсе çын пулма тăрăшăр, сиршĕн яланах тăнăç пурнăç пултăр, – тесе ăсатрĕ пире вăрçă ветеранĕ.

В.Чертова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика