Майăн 9-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине паллă тăвать. Пирĕн халăхшăн çак хăрушă вăрçă 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă.
Вăрçа чи малтанхи кунсенчех кĕнисенчен пĕри пирĕн ентеш – Хĕрлĕ Чутай салинче çуралса ÿснĕ Михаил Федорович Столяров. 1940 çулта 20 çулхи çамрăка Хĕрлĕ Ялавлă Балтика флотне хĕсмете тăма илсе кайнă. Вăл линкор "Марат" çинче комендор (артиллерист) специальнăçне алла илнĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех тăшман самолечĕсемпе кĕрешме тивнĕ. Линкорăн (çар карапĕ) тупписемпе тапăнакан тăшмана путарма, Таллинран тухнă каравансене сыхлама тивнĕ.
Нимĕçсем тапăнса килсе Балтика флочĕн карапĕсен пĕр пайне Фин заливне хупса хунă. "Марат" линкор хăйĕн тĕп калибрлă тупписемпе кăна Ленинграда сыхлакансене пулăшма пултарнă. Пĕчĕкрех калибрлă тупăсен пĕр пайне линкор çинчен антарса 404 чукун çул дивизионĕн 31-мĕш номерлĕ бронепоезд çине вырнаçтарса лартнă. 1942 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче М.Столяров çак бронепоезд çинче тăшмана çĕмĕрме пуçлать. ("Марат" линкора кайрантарах Ленинград патĕнче тăшман бомбисем путарнă, унăн нумай юлташĕсем вилнĕ).
Бронепоезд çинче вăл Ленинград, Белоруси фрончĕсенче çапăçнă. Тупăран тĕл персе тăшмана аркатнăшăн ăна 1943 çулхи майăн 9-мĕшĕнче – "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", июнĕн 9-мĕшĕнче – "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн", 1945 çулхи майăн 4-мĕшĕнче – "Хăюлăхшăн", 1946 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата "Кенигсберга илнĕшĕн" медальсем парса чыс тунă.
Кенигсберг (хальхи Калининград) хулине илнĕ чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Михаил Федоровича 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
1944 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче М.Столяров аманнă, сывалнă хыççăн каллех тăшманпа кĕрешнĕ.
Тăван тăрăха вăрçă пĕтсен тепĕр çултан, 1946 çулхи майăн 8-мĕшĕнче, таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче 1 орденпа 7 медаль ялкăшнă. Киле таврăнсан вăл хăйсен ялĕнчи хĕрпе – Н.Горбуновапа – çемье çавăрнă, 5 ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă, йĕркеллĕ çын пулма вĕрентнĕ. Мирлĕ пурнăçра М.Столяров "Профинтерн" колхоз бригадирĕнче, колхоз правленин председателĕнче ĕçленĕ. 1954 çулта Мускаври ял хуçалăх куравне хутшăнма тÿр килнĕ. Пенсие тухичченех колхозра вăй хунă.
Сăмах май, унăн ашшĕ те, Федор Егорович Столяров (1892 çулта çуралнă), виçĕ вăрçă витĕр тухнă: пĕрремĕш империализм, граждан вăрçисем. Аслă Отечественнăй вăрçăн Курск пĕккинчи çапăçăвĕнче йывăр контузи пулнипе 1943 çулта каялла таврăнма тивнĕ.
Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă фронтовиксем пирĕн чылай. Шкул ачисем, учительсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем çакăн пек çынсене тупса палăртасса, район хаçатĕнчи "хĕрлĕ çăлтăр кашни фронтовик хуçалăхне" пуçарăва хастар хутшăнса ĕçлессе шанатăп.
Ю.Григорьевский.