Ырă туйăмлă аса илÿсен ытамĕнче ларатăп. Куç умне юратнă вĕрентекенĕмĕр, пĕр класра вĕреннĕ тус-юлташăм тухса тăрать. Унпа пĕрлех шкул çулĕсенчи савăк та хаваслă вăхăтсем пĕрин хыççăн тепри кинори кадрсем пек шуса тухаççĕ. Ир пуçласа каçченех тулли кăмăлпа ирттернĕ шкулти паха самантсем. Чăтăмсăррăн кĕтнĕ литература урокĕсем, хыççăнхи тĕрлĕ мероприятисем – пĕтĕмпех юратнă, паянхи кун та чĕререн хисеплекен вĕрентекенĕмĕрĕн сăнарĕпе çыхăннă.
Калас сăмахăм Карăкçырминче çуралса ÿснĕ, халĕ Мăн Этмен шкулĕнче ĕçлекен Надежда Васильевна Ермакова çинчен пырать. Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен каланă чухне "Турă пани" пур çак этемĕн теççĕ. Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр çинчен те çапла калас килет. Турă ăна чăн-чăн учитель пулмах çуратнă.
Н.В.Ермакова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса чылай çул ĕнтĕ тăрăшать. Педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 35 çул. Çав вăхăт хушшинче вăл миçе ачана ăс-тăн паман-ши, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме кама-кама пулăшман-ши? Ун ăсталăхне, тăрăшулăхне кура тата вун-вун хĕр упраçпа каччă чăваш чĕлхин вĕрентекенĕ е журналист пулса тăман-ши?
Надежда Васильевна районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем хушшинче çеç мар, республикăра та ят-сум çĕнсе илме пултарнă. Вĕрентÿри çĕнĕ технологисене алла илнĕскер, вăл республикăри тата ун тулашĕнчи ĕçтешсене те пулăшса пырать. Уроксене ирттерме пурнăç таппи ыйтакан техника хатĕрĕсемпе – компьютерпа, мультимедиллĕ проекторпа анлă усă курать. Вăл чăваш чĕлхинчи пур пуплев пайĕсене те электронлă майпа вĕрентмелли пособисен авторĕ. Вĕрентекенĕмĕрĕн ĕç опычĕ, хальччен тунă ĕçсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк та паха. Сăпайлă учитель вара хăйĕн ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсемпе пĕрре те мухтанмасть.
Эпĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа чылай вăхăт иртрĕ темелле. Анчах та çав вăхăтри кашни самант ман асăмра. Пирĕншĕн, пĕр класра ăс пухнисемшĕн, асран кайми самантсем сахал мар пулчĕç. Маншăн, тантăшсемшĕн те Надежда Васильевна иккĕмĕш анне пекехчĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа вуннăмĕш класс таран вăл пирĕн класс ертÿçи пулнăччĕ. Вăл класра мĕнле утни, тăхăнни, епле калаçни тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Эпир вĕрентекенĕмĕре мĕн те пулин каласа е киревсĕр ĕç туса кÿрентересрен çав тери хăраттăмăр. Кашниех тăрăшса вĕренме, тĕрлĕ ăмăртусенче, конкурссенче, олимпиадăсенче ÿсĕмсем тума тăрăшаттăмăр. Унсăрăн епле-ха тата? Вăл класри кашни ачан пурнăçĕпе пурăнатчĕ. Вун улттăн пĕртăвансем пек ÿсчĕр, пурнăçра кашни хăй вырăнне туптăр тесе мĕн чухлĕ тăрăшман пулĕ? Ытти класра вĕренекенсем те ун еннелле туртăнатчĕç. Юратнă учителĕмĕр пурне те пулăшма васкатчĕ.
Надежда Васильевна пур енлĕ пултаруллă, ача чунне ăнланма пĕлекен педагог. Аннесем пĕр-пĕр ĕçе вĕрентсе е ăс парса çитерейменнине те вăлах вĕрентнĕ пире. Класри ачан менелник пулсан класĕпех ăна саламлама е кам та пулин чирлесен ун патне йышпа çитсе килме нихăçан та манман эпир. Акă, аслашшĕпе çеç пурăннă Петьăна çĕр улми лартса пани, кĕркунне ăна кăларса тĕп сакайне кĕртсе пама пулăшни паянхи кун та асăмра. Класс ертÿçи пире яланах çынна ырă тума вĕрентнĕ. Çирĕппĕнех калама пултаратăп: эпир кашниех ун аслă чун-чĕри витĕр шăранса тухнă çынсем. Хăйĕншĕн мар, пирĕншĕн чунне парса ĕçленĕ вăл.
Унăн мăшăрĕ те аякра тăмастчĕ. Иван Николаевич шкулти кашни саманта фотоаппаратпа ÿкерсе илетчĕ. Фотопленкине ăçтан çитернĕ-ши? Ял çынни сăн ÿкерчĕксене пичетлесе кăларма вăхăтне мĕнле çитернĕ-ши? Акă, сăн ÿкерчĕкре эпир класс ертÿçипе колхоз уйĕнче юр тытатпăр, çулла кăшман хирĕнче çум çумлатпăр е тата Сăр шывĕ хĕрринче пулăра. Эпир йĕлтĕр сырса класĕпех Кăрмăш хулине кайнă. Тепĕр ÿкерчĕкре Мускавра Хĕрлĕ лапамра пуç каçăртса пыратпăр. Пирĕн класа вĕренÿре, шкул пурнăçĕнчи ĕçре палăрнăшăн Кремль курма янă-çке. Асăнмалăх кашни вĕренекен валли хатĕрленĕ портрет, ытти сăн ÿкерчĕк туп-туллиех. Каласа та пĕтереймĕн. Унтанпа 23 çул та çитет ĕнтĕ. Кил умĕнче учителĕмĕр парнеленĕ тюльпансем кашни çул çеçкене ларса илемĕпе савăнтараççĕ. Юратнă учителĕмĕр çинчен аса илтерсех тăраççĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухнех учителĕн пархатарлă ĕçне курса манăн та тăван чĕлхене вĕрентекен педагог пулас ĕмĕт çуралчĕ. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Вун саккăрмĕш çул ĕнтĕ хам юратнă ĕçре тимлетĕп. Кулленхи ĕçре хама вĕрентнĕ педагогăн ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшакан, тавра курăмне , ăс-тăнне аталантарма май паракан мелĕсемпе меслечĕсемпе анлă усă куратăп. Чĕлхе е литература урокĕсене Надежда Васильевна çирĕплетнĕ схемăсемпе паллăсен модулĕсен никĕсĕ çинче йĕркелетĕп. Çакă ĕç процесне чылай çăмăллатать.
Н.В.Ермакова тунă çитĕнÿсем, унăн ĕç-хĕлĕ малашне те пирĕншĕн, унăн вĕренекенĕсемшĕн, ырă тĕслĕх пулĕ.
Л.Жукова