АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.20 Математика тĕнчи

Эпир вулама, шутлама, виçме, танлаштарма пĕлмен пулсан пурнăç еплерех пулнă пулĕччĕ-ши? Кашни кун хăйне евĕрлĕ кичем те пĕр пек иртсе пыратчĕ пулĕ. Шухăшлама е ăс-тăна çивĕчлетме, çыхăнуллă шухăшлава аталантарма шăпах кăткăс та интереслĕ наука – математика – вĕрентет. Йывăр задачăсен тупсăмĕсене шутласа тупни мĕнлерех савăнтарать-ха тата! Хăвна чăн-чăн паттăр пекех туятăн, хăвна ху хисеплеме тытăнатăн. Математикăна лайăх ăнланнин никĕсĕ вăл – шухăшлама, тишкерме, задачăсем шутлама ăнăçлă мелсем тупма пĕлни. Хисеппе, шутпа çыхăннă наука тимсĕрлĕхе, айванлăха юратмасть.

Пĕрре пăхсан математика кичем те питĕ йывăр предмет. Чăннипе вара, вăл хăйне евĕрлĕ тĕнче, унăн хăйĕн саккунĕсемпе правилисем, хăйĕн тытăмĕ, чĕлхи. Çак тĕнчепе тачăрах çыхăнсан унăн хитрелĕхне, асамлăхне туйса илетĕн. Илемлĕ литература пекех интереслĕ те илĕртÿллĕ. Хăш-пĕр математика факчĕсем, теоремăсем поэзипе те танлашаççĕ. Чăн-чăн математик пулас тесен вара пуян фантази те питĕ кирлĕ. Акă, тĕслĕхрен, хĕвелпе çуталса тăракан пÿлĕмри тусан пĕрчине илер. Унăн хусканăвĕ, çыхăнăвĕ, тытăмĕ çинчен чĕлхе ăсти пин-пин илемлĕ сăмахпа усă курса çырма пултарать. Математик вара çаксене пĕтĕмпех математикăн таса та çирĕп чĕлхипе, уравненисемпе кăтартса парать. Уншăн чи кирли – ĕненмелле ăнлантарса пама май тупни.

Математика – чи авалхи наукăсенчен пĕри. Çынсем ĕлĕк-авалах унăн нумай пĕлĕвĕпе усă курнă. Çав пĕлÿ авалхи купсасемпе строительсене, çар çыннисемпе çĕр виçевçисене, çул çÿревçĕсене кирлĕ пулнă. Математика этемлĕхпе пĕрлех аталанса пырать. Авал çынсем усă курнă пĕрремĕш "шутлав хатĕрĕсем" алă пÿрнисемпе вĕт чулсем, карт патаккисем, тĕвĕленĕ кантрасем пулнă пулсан, хальхи вăхăтра тĕрлĕрен электронлă калькуляторсем тата ытти кăткăсрах та ăслăрах шутлав машинисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Чи малти вырăна вара компьютер тухса тăрать. Паянхи кунпа тан утас тесен, кашнийĕнех математикăна лайăх пĕлни кирлĕ. Ăна ăнланмасăр, вĕренмесĕр хальхи пурнăçпа тан утма йывăр. Тĕслĕхрен, строительсем шутламасăр, виçмесĕр çирĕп те капмар çуртсем хăпартайман, çĕвĕçсен тĕрĕс виçсе, касса çĕлемен çи-пуçĕсем çынсен кăмăлне тивĕçтермен пулĕччĕç. Математикăсăр чукун çулсем те, карапсемпе самолетсем те, пысăк промышленноç та, коммерци тата ытти пин-пин паянхи пурнăç цивилизацине тивĕçтерекен япаласем пулман пулĕччĕç.

Çакна шута илсе эпир, пуçламăш класс вĕрентекенĕсем, ачасене пĕчĕкренех математикăна юратма, унпа интересленме хăнăхтарса пыма тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе тĕрлĕ математика вăййисемпе конкурссем ирттеретпĕр. Акă, февраль уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче шкулăн планĕпе килĕшÿллĕн, математика эрни иртрĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем те аслисемпе пĕрлех эрнелĕхе активлă хутшăнчĕç. Эрнелĕхе хутшăннă май математика тĕнчинче çул çÿревре пулчĕç, унăн чĕлхипе тата аталанăвĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Çавăн пекех çул çÿревре тĕрлĕ ăмăртусенче пĕчченшерĕн тата ушкăнпа хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Палăртма кăмăллă, 3-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче "Чи тавçăруллисем" конкурсра Д.Стожаров çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. "Математика калейдоскопĕ" вăййа "Виçкĕтеслĕх" тата "Тăваткĕтеслĕх" командăсем хутшăнчĕç. "Виçкĕтеслĕх" команда тавçăруллăрах тата çаврăнăçуллăрах пулнипе палăрчĕ. Эрнелĕхе юмахри тĕрлĕ сăнарсем хутшăнса ачасене хавхалантарса тăчĕç.

Т.Хохлова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика