АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.20 Педагогăн ят-сумĕ ÿстĕр

Ытти профессисемпе танлаштарсан, учитель профессийĕ манăн чуна чи çывăххи. Мĕн ачаран çак ĕмĕтпе çитĕннĕскер, вăтам шкула вĕçлесенех педагогика институтне çул тытрăм. Алла диплом илсен тăван тăрăхри шкулта вăй хутăм. Анчах та самана шкулпа сыв пуллаштарчĕ, корреспондент ĕçне суйлама хистерĕ. Чăннипе, пурнăç кустăрми çапла çаврăнса тухнишĕн пăшăрханмастăп. Ĕçлĕ çул çÿревсенче çÿренĕ чухне чăннипех пултаруллă вĕрентекенсене тĕл пулатăп.

Паянхи учитель, 30 çул каярахрипе танлаштарсан, пачах урăх çын. Иртнĕ çулсенче вĕрентекен профессийĕ чи сумлисен, хисеплисен шутĕнче пулнă. Вĕсене ял-йыш ашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕннĕ. Хамăн чи пĕрремĕш вĕрентекене илсенех, ăна пурнăç тăршшĕпех Турхан ялĕнче ватти-вĕтти те Ольга Николаевна тесе калатчĕ. Хальхи ăру вара учителе тĕл пулсан сывлăх сунма та «манать». Шалу пĕчĕк пулнăран арçын учительсем те "пĕлÿ çурчĕсенче" нумаях мар. Акă, ывăлăм вĕренекен класа музыка предмечĕпе иртнĕ çул арçын педагог ертсе пыратчĕ. Ĕç укçи пĕчĕкрен вăл пăрахса кайнă терĕç.

Кăçалхи çула Раççейре, Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ тесе палăртни вĕрентÿ тытăмне çĕнĕ варкăш илсе кĕртессе шанатăп. Вĕрентекен çулталăкĕнче шкула, учителе тимлĕх уйăрмалла, педагогăн творчествăлла тата профессиллĕ потенциалне аталантармалла, унăн ят-сумне ÿстермелле. Пирĕн обществăна çакăн пек çулталăк ирттермелли тахçанах кирлĕччĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров та çакна çирĕплетет:"... Шăпах ашшĕ-амăшĕпе учитель кашнин пурнăçĕнче тĕп çынсем шутланаççĕ. Хăйĕн утас çулĕнче çыннăн чăн-чăн вĕрентекене тĕл пулма Турри патăрччĕ. Вĕрентÿ тата воспитани , педагогика ĕçĕн сумĕ – çак актуаллă темăсем пирĕн проектсенче, программăсенче палăрĕç. Вĕсене кăçалхи çулах тухăçлă пурнăçа кĕртмелле".

Чăннипе те, учителĕн ят-сумне çĕклемеллех. Шăпах ун çине-çке çĕршывăн гражданĕсене вĕрентÿпе воспитани парас енĕпе яваплă мисси тиенет. Вăл вĕрентекенсене пурнăç çулĕ çине кăларать, йывăрлăхсене çĕнтерме, хăвăн вăйна шанма, тăван çĕрĕн илемлĕхне упрама вĕрентет.

Ман шутпа, Вĕрентекен çулталăкĕнче учительсен тата хастартарах пулмалла, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсене палăртмалла. Кулленхи ĕçсене пурнăçланипе ырă ята çĕнсе илме йывăртарах. Пултаруллисене, акă, патшалăх та пулăшу парать. Сăмахран, Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, чи лайăх учительсене çулсерен, 2010 çултан тытăнса, Учитель кунĕ тĕлне 200-шер пин тенкĕ (чи лайăх пин учителе) пама йышăннă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та республикăри чи лайăх вĕрентекенсем валли 200 преми палăртнă. Урăхла каласан, 200 пултаруллă педагог 50-шар пин тенкĕне тивĕçĕ.

Л.ЗАЙЦЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика