Иртнĕ хаяр вăрçă çулĕсенче Тăван çĕршывăмăр чĕнсен алла хĕç-пăшал тытса фронта тухса каякансен йышĕнче Туктамăш ялĕнчи учительсем те пулнă. Вĕсем пурте пĕр тĕллевпе çапăçса çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма тăрăшнă, çĕршыва хăюллăн та паттăррăн хÿтĕленĕ.
Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатма тухса каякансен йышĕнче пиччĕшĕпе шăллĕ Афанасийпа Иван Кузьмич Борисовсем, Семен Дмитриевич Екайкин, Ефим Никитович Петров, Александр Семенович Тинехпейкин, Николай Егорович Тихонов, Константин Владимирович Романов, Федор Леонтьевич Поляков, Владимир Федорович Мидаков, Петр Матвеевич Сарин, Макар Ефимович Калейкин, Тихон Михайлович Таеров, Петр Яковлевич Самышкин. Пирĕн ентешсене хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе, медальсемпе наградăланă.
Акă, Афанасий Кузьмич Борисов 30-мĕш çулсенчех Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăрçă пуçлансан ăна тепĕр хут илсе каяççĕ. Вăл паттăррăн çапăçса рота командирĕ таран ÿснĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра Украинăпа Белоруссие ирĕке кăларнă. Инçет Хĕвелтухăç тăрăхĕнче Яппун çарĕсене те аркатма хутшăннă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче фронтовик вĕрентÿçĕ, хуçалăх ертÿçи пулса тăрăшнă. Вăл районта пĕрремĕш электростанци йĕркелесе яраканни пулнă.
Ефим Никитович Петров вăрçа 1942 çулхи февраль уйăхĕнче тухса каять, кĕçĕн командирсене хатĕрлекен курс хыççăн фронта лекет. Пĕрремĕш çапăçăва Волхов фронтĕнче Тихвин хула çывăхĕнче кĕнĕ, Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕрте вăл аманать. Госпиталь хыççăн 3-мĕш Украина фронтĕнче Одесса, Кривой Рог хулисене ирĕке кăларнă. Кайран çапăçусемпе Польшăпа Германи чикки, Одер юхан шыв урлă каçнă, Берлина штурмланă. Ефим Никитович 1954 çулта кăна демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. Кайран вара ĕнерхи фронтовик 32 çул хушши çамрăк ăрăва пĕлÿ тĕнчи тăрăх ертсе пырать, математика предмечĕпе вĕрентет. Вăл паянхи кун хĕрĕпе пĕрле пурăнать, халĕ 92 çулта.
1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çамрăк учитель Александр Семенович Тинехпейкин та тухса каять. Вăл пулеметчиксен командирĕ пулнă. Смоленск облаçĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче ăна йывăр амантаççĕ. Сипленнĕ хыççăн вăрçă вĕçлениччен Белоруссипе Литвана, Хĕвелтухăç Пруссине фашистсенчен тасатма, Кенигсберг хулине ирĕке кăларма хутшăнать. Хастар сержант вăрçă хыççăн 1972-мĕш çулччен Туктамăшпа Серенкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулсенче ачасене пĕлÿпе воспитани парать.
Николай Егорович Тихонов учителе 1943 çулта Крымри Керчь плацдармне çĕнсе илсе хÿтĕлеме тивнĕ. Çĕнтерÿ кунне салтак Хĕвелтухăç Пруссире кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн вăл хăйĕн кун-çулне Туктамăш шкулĕнче ачасене вĕрентессипе çыхăнтарать, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта тăрăшать.
Вĕсемшĕн вăрçă çулĕсем вăрăм та йывăр пулнă, нумай çĕре илсе çитернĕ. Çухрăм хыççăн çухрăм, окопсемпе блиндажсем, пĕчĕк тытăçусемпе пысăк çапăçусем Мускав патĕнчен пуçланса Курскпа Украина уй-хирĕсем, Белоруссипе Балтика тăрăхĕнчи шурлăхсемпе вăрмансем витĕр тухса Германи таранах тăсăлнă. Миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулман-ши пирĕн ентешсем. Анчах пур йывăрлăха та çĕнтерме вĕреннĕ вĕсем.
Вăхăт иртсех пырать. Тен, вăрçа хутшăннă учительсенчен хăшĕ-пĕрин ятне асăнмарăм. Мана каçарччăр. Вăрçă çулĕсенче вĕсем пурте çĕршыва хÿтĕлесе тăшмана тĕп тунă. Вĕсен ячĕсем нихăçан та тĕксĕмленсе манăçа тухас çук.
В.Романов