Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа Раççей Почти ветерансем валли уйрăм парне хатĕрлет: федераллă почта операторĕ вĕсене фронт çырăвĕ евĕрлĕ виç кĕтеслĕ хутлатнă ятарлă конвертсемпе тивĕçтерĕ.
"Почта тарифне тÿленĕ" паллăллă виç кĕтеслĕ конверта Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене каялла тавăрмалла мар параççĕ. Кашни ветеран саламсем яма виçшер конверта тивĕçĕ. Пĕтĕм Раççей территорийĕнче кун пек конвертсем маркăсем çыпăçтармасăрах çÿресе кирлĕ вырăна çитме пултарĕç.
"Марка" ИТЦ хатĕрлекен уникаллă конвертсен тиражĕ 1,5 млн экземпляра яхăн пулĕ. Раççей Почтипе "Марка" ИТЦ ветерансем алла виç кĕтеслĕ конверт тытсан яш çулсене, çапăçу хирĕнчи юлташĕсене тата фронт почти йывăр вăрçă çулĕсенче парнеленĕ пăлханмалли туйăмсене аса илччĕр тесе уйрăм конверт формине суйласа илнĕ.
Палăртмалла, Раççей Почти Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă ветеранĕсене ятарлă конвертсемпе тивĕçтерес пуçарупа пĕрремĕш хут тухмасть. 2005 çулта та ветерансен пысăк уявпа пĕр-пĕрне саламлама май пулнă.
Кĕске справка: фронтра çыру корреспонденцийĕсене тÿлевсĕрех кирлĕ çĕре çитернĕ. Çырусене виç кĕтеслĕ хуçлатнă, çавна май вĕсене яма конверт та кирлĕ пулман, фронтра конвертсем çитмен (дефицит) вĕт-ха.
Виç кĕтеслĕ конверт – тетрадĕн чи малтан сылтăмран сулахаялла, унтан сулахайран сылтăмалла хутлатнă пĕр листи. Юлнă хут йăрăмне (тетрадь тăваткал формиллĕ мар, тÿр кĕтеслĕ пулнипе) клапан евĕр виç кĕтеслĕх ăшне чикнĕ. Яма хатĕр çырăва çыпăçтарман, мĕншĕн тесен унăн пур пĕрех цензура витĕр тухмалла пулнă. Почта марки те кирлĕ пулман, адресне хут çине çиелтен çырнă.
Н.ПЕТРОВА.