АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.02.27 Çырава хутшăнасси – обществăлла тивĕç

Пурне те паллă ĕнтĕ, кăçал октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче Раççейре пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти – Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртмелле. Ку енĕпе нумайăшĕн тĕрлĕ ыйту тухса тăрать. Çавăнпа та, хаклă вулаканăмăрсем, ăнланманлăха уçăмлатма тата сирме пулăшас тĕллевпе сире канăç паман ыйтусене хуравласшăн.

– Çырав йĕрки еплерех пулĕ?

Октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче çыравçă çын пурăнма пултаракан мĕн пур пÿлĕме кĕрсе тухса ыйтăм ирттерет, çырав хучĕсене çырать. Çавна май пĕр çыравçăна валли ыйтăмăн 12 кунĕ хушшинче вăтам тиеве 380 çынпа танлаштарма сĕнеççĕ.

Федераллă саккунпа çыннăн суйласа илме ирĕк пур: çыравçăна килтех кĕтсе илмелле е ятарласа йĕркеленĕ стационарлă çырав участокне каймалла. Уйрăм тĕслĕхсенче инвалидсем, чирлисем, аслă ăру çыннисем ыйтăма çырав участокĕн телефонĕ урлă хутшăнма пултараççĕ.

– Çыравăн ыйтăвĕсене хуравлама мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?

Ыйтăм вырăсла иртет, ăна ирттерекен çырав хутĕнчи ыйтусене парать, сирĕн вара хуравламалла çеç. Палăртмалла, хуравĕсем кĕске пулĕç, мĕншĕн тесен вĕсене çапла йĕркеленĕ, çавна май вăхăт нумай иртмĕ. Çыравçă хуравсене хăех çырса пынипе те хăвăртлăх ÿсет. Йăнăшсене тĕрĕслемелле мар, тепĕр хут çырса илме те кирлĕ мар. Çыравçă та информацие тĕрĕслесе вăхăт ирттермест. Çыравçă лайăх хатĕрленнине кура тата респондент хăвăрт хуравсем панине пула ыйтăмăн процедури 15-20 минутран ытла тăсăлмĕ.

– Миçе çултан пуçласа çырава хутшăнма ирĕк пур?

Çĕршыври мĕн пур халăх çул ÿсĕмне пăхмасăр çырава хутшăнма ирĕк пур. 14 çултан пуçласа çын çыравçăн ыйтăвĕсене хуравлама пултарать, пĕчĕкрех ачисем тĕлĕшпе сведенисене ашшĕ-амăшĕсем парĕç.

– Перепиç валли епле документсем кирлĕ пулаççĕ? Çыравçăна вĕсене кăтартмалла е çук?

Халăхпа ыйтăм ирттернĕ чухне нимĕнле документ та кирлĕ мар. Мĕн пур информацие çыравçă каласа панинчен çырса пырĕ.

– Хваттерте пурăнакансемшĕн пуриншĕн те пĕрле пурăнакан пĕр çын хуравлама пултарать-и?

Çапла, юрать, енчен те вăл тĕрĕс информацие пĕлет пулсан. Пĕтĕмпех пĕлмесен çыравçăна палăртнă вăхăт тĕлне пурте килте пулнă чухне тепĕр хут килме сĕнмелле.

– Çырава хутшăнма килĕшменшĕн яваплăх кĕтет-и?

Саккунпа килĕшÿллĕн, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнасси гражданинăн обществăлла тивĕçĕ шутланать. Çыравран пăрăннă çынсене нимĕнле санкци те кĕтмест. Анчах та кашни çыннăн вăл общество пайĕ пулнине, обществăна вара хăйĕн пирки информаци кирлине ăнланма тивĕç.

Чăвашстатăн сайтĕнчи материалсемпе усă курса Н.ПЕТРОВА

хатĕрленĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика