Çĕршыв историне кĕрсе юлнă Аслă Аттелĕх вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 65 çул çитет. Шел те, халĕ халăхра фашизма парăнтарса Çĕнтерĕве туптанă паттăрсем хăшĕ-пĕрисем кăна юлчĕç. Апла пулсан пирĕн, вăрçă тата çĕнтерÿ ачисен, чĕррисемпе пĕрлех вилнисен пархатарлă кун-çулĕ çинчен çитĕнекен çамрăк ăрăва каласа парса манма памалла мар.
1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçин нумай хăйне евĕрлĕхĕсенчен пĕри – Совет Союзĕн, çав шутрах Раççейĕн те, малашлăхĕ шанчăксăр пулни. Халăха пусмăрлăх е ирĕклĕх кĕтнĕ. Ирĕклĕхе çăлса хăварма тухса кайнă та ĕнтĕ Тури Çĕрпÿкасси ялĕнчен те 221 çын, вĕсен йышĕнче пĕр хĕр – Мария Ермолаевна Ермолаева (Инедеркина). Телейлĕ ирĕклĕхе хÿтĕлесе вĕсенчен 91-шĕ хăйсен пуçĕсене хунă. Вилнисем те, чĕррисем те – пурте Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн çапăçса хăйсен çăлтăрĕсене çутнă, вăрçăн ятарлă орденĕсене тивĕçсе хăйсен ят-сумне ÿстернĕ.
Григорий Захарович Захарова аса илер. Артиллерист, сержант, Мухтав орденĕн II тата III степенĕсен, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕн (II степень) кавалерĕ. 1945 çулхи июнĕн 24-мĕш кунĕнче Мускаври Хĕрлĕ Лапамра иртнĕ Çĕнтерÿ парачĕн участникĕ. Вăрçă хыççăн тăван ялĕнчи "Путь Ленина" хуçалăхра 5 уй-хир бригадин бригадирĕ пулнă.
Сергей Васильевич Волков – гварди сержанчĕ, Мухтав орденĕн III степень кавалерĕ, инвалид, "Путь Ленина" хуçалăх ĕçченĕ, ялта катка-пичке ăсти пулнă.
Николай Алексеевич Алексеев – рядовой, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче пуç хунă.
Артем Тихонович Задонский – старшина, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ, "Путь Ленина" колхозра ферма заведующийĕ, хуçалăх председателĕ пулса ĕçленĕ.
Василий Ильич Каликин – рядовой, инвалид, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ăна вăрçă хыççăн шыраса тупать, хуçалăх вăрманĕн хуралçинче вăй хунă.
Николай Николаевич Николаев Тури Çĕрпÿкасси тĕп шкулĕн учителĕ пулнă. Унăн та Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пур.
Александр Андреевич Крылов – çар подполковникĕ, Хĕрлĕ çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин (II степень) орденĕсене тивĕçнĕ.
Павел Николаевич Никитин – майор, Тури Çĕрпÿкасси тĕп шкулĕн пĕрремĕш учителĕ, унăн директорĕ. Вырăнти шкул ачисен республики ун ячĕпе хисепленсе тăрать.
Василий Тарасович Шумилов – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ. Вăрçă вĕçленсе пынă чух, 1945 çулхи майăн 2-мĕшĕнче, пуçне хунă.
Вăрçă ÿстернĕ офицерсем татах та пур: Яков Исаевич Исаев майор, Дмитрий Тихонович Громов лейтенант, пĕртăван Кирилл Ивановичпа Тимофей Иванович Черепановсем лейтенантсем.
Ял варринчи чул никĕс çинче тăракан салтак-палăк паттăрлăхăн сăнлăхĕ. Вăл Тăван Çĕршыв умĕнче тунă тупана юн тăкса е пуç хурса чыслăн пурнăçланă 221 салтака сăнлать. Вĕсем пире çĕр çинчи кун çутинче хĕвел ăшшипе хавасланса пурăнма хăйсенчен мĕн килнине, вилĕмрен хăрамасăр, туллин пурнăçланă. Хăйĕн умĕпе иртекене, вăл кирек кам пултăр, аслашшĕне, ашшĕне, юратнă мăшăрне, пиччĕшне, шăллĕне, аппăшĕпе йăмăкне, никама та нихçан та манма памасть.
Л.Медведев