Февралĕн 25-27-мĕшĕсенче районта физикăпа математика учителĕсен республикăри XXI-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
2010 çула Раççейре тата Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăннăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ. Апла пулин те республикăри, çавăн пекех районти педагогсем вĕрентÿре пуçарулăх кăтартма пуçларĕç. Районта физикăпа математика учителĕсен республикăри фестивалĕ иртни те çакна уççăнах çирĕплетет. Унта районти педагогсем хăйсен професси ăсталăхне туллин кăтартрĕç, ĕç опычĕпе ылмашăнчĕç.
Сăмах май, республика шайĕнчи фестивале пурĕ 120 педагог килсе çитнĕ. Чи малтанах районти аслă тата пĕрремĕш категориллĕ учительсем Хĕрлĕ Чутайри, Мăн Этменти, Атнарти вăтам шкулсенче уçă уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисене кăтартса хăйсен пултарулăхĕпе, професси вăй-хăвачĕпе паллаштарнă. Вĕрентекенсем ĕçре хальхи пурнăçа тивĕçтерекен чаплă оборудованисемпе (интерактивлă доска, компьютер, мультимедиллĕ проектор...) усă курса хăйне май çĕнĕ те интереслĕ, асра юлмалли уроксем кăтартнă. Кĕскен каласан, районти база шкулĕсенче уçă уроксем кăтартма условисем çителĕклĕ. Асăннă шкулсенче технологи те çĕнĕ. Ăс-тăнпа сатур, чун хавалĕпе маттур районти учительсем вĕренекенсене мĕн пур çĕнĕлĕхе алла илме вĕрентсе пынине уроксенче уççăн кăтартнă.
Фестивальте республикăран килсе çитнĕ чылай педагог та уçă уроксем кăтартнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пурĕ 31 уçă урок, Мăн Этменте – 24, презентаци урокĕсем – 17, Атнарта уçă уроксем – 19, презентаци урокĕсем 12 иртнĕ. Сăмах май, презентаци урокĕсене районти чи пултаруллă педагогсем кăтартнă.
Çĕмĕрлери 3-мĕш номерлĕ вăтам шкул учителĕ Т.Зайцева дистанци мелĕпе иртекен интернет-урокпа паллаштарнă. Пысăк опытлă педагог ятарлă методикăпа усă курса ирттернĕ çĕнĕ урок ачасен асĕнче яланлăхах асра юлнă.
Эксперт комиссийĕ фестиваль ĕçне пĕтĕмлетсе республикăри чи лайăх вĕрентекенсене (пурĕ 60 педагога) тĕрлĕ номинацире хакласа Дипломсемпе наградăланă, 10-шне лауреат ятне панă. Диплома тивĕçекенсен йышĕнче хĕрлĕчутайсем те сахал мар: С.А.Петрейкина (Хусанушкăнь), Э. Г.Бродюкова, А.А.Михеева (Мăн Этмен), Н.М.Петрейкин (Çĕн Атикасси), Н.Н.Сидоров (Мишеркасси), Н.В.Тимакова (Хĕрлĕ Чутай), Т.П.Альгешкина (Питĕркасси). Атнарти Л.В.Кузьминапа Хусанушкăнчи Е.В.Яхатина фестивалĕн лауреачĕсем пулса тăнă.
ЧР Вĕрентÿ институчĕн методисчĕсем – И.В.Игряшовапа З.И.Хрисанова республикăри, çавăн пекех районти физикăпа математика учителĕсем творчествăлла ĕçлесе пынине, çĕнĕлĕхсене ăша хывнине, пултарулăхне чăннипех аталантарма тăрăшнине, малалла ăнтăлнине уçă уроксенче кăтартнине ырланă.
Паянхи учитель кун-çул тумхахне пăхмасăр пуласлăх никĕсне хывма тăрăшни савăнтарать.
Л.Шивиркина