АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.10 Вăрçă нушисем асран каймаççĕ

Тăван çĕршыв 1941-1945 çулĕсенчи хаяр та хăрушă вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине уявлама хатĕрленет. Çĕнтерÿ уявне эпир савăнăçпа куççуль уявĕ тетпĕр. Совет çыннисене парăнтарма, чурасем туса хума шутланă фашистсене çĕнтернĕшĕн эпир савăнса мăнаçланатпăр. Пирĕн çар тата пĕтĕм халăх паттăррăн кĕрешсе Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне хÿтĕлесе хăварчĕç, вăрçăра никам парăнтарайман тăшмана çапса аркатма пултарчĕç, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.

Пирĕн халăх фашистсен ирсĕр ĕçĕсене, вĕсем кÿнĕ хуйхă-суйхăна, хĕн-асапа нихăçан та манас çук. Вăрçăччен Мишеркасси ялĕнче 213 кил пулнă. Вăрçă çулĕсенче ялтан 204 çын Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронта тухса кайнă. 97-шĕ тăван килĕсене таврăнайман. 65 хĕрарăм пĕччен упăшкасăр, 164 ача ашшĕсĕр тăрса юлнă. 40 ача ашшĕсем вăрçă хирне кайнă хыççăн çуралнă. Çапла пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсем, ватăсем тата ачасем çине тиеннĕ.

Эпĕ, салтак ачи пулнăскер, сакăр вунă çулта пыратăп ĕнтĕ. Вăрçă çулĕсенчи пурнăçа лайăх ас тăватăп. Чăннипех вăл вăхăта аса илме хăрушă, аса илсен вара кĕлетке çÿçенсе илет, çÿç-пуç çÿлелле тăрать. Вăрçă тухнă çулхине çуркунне тăр кăнтăрлах пирĕн кил-çурт çунса кайрĕ. Çынсем каланă тăрăх, кÿршĕ хĕрарăмĕ упăшкинчен уйрăлса кайма хатĕрленнĕ те ăна хур тума шутланă иккен. Пĕтĕм пурлăх вутра кĕлленчĕ, çемье нимсĕр тăрса юлчĕ. Аттепе анне мĕн пур выльăха сутса кивĕ пÿрт илсе лартрĕç. Ăна тĕплĕн майласа çитереймерĕç, аттене вăрçă хирне илсе кайрĕç. Пĕтĕм йывăрлăх анне çине тиенчĕ. Куççуль юхтарса вăл кăмака купаларĕ, алла пуртă тытса çенĕк майларĕ, каçсерен пире валли кĕпе-йĕм, тумтир çĕлерĕ.

1942 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Нина йăмăк çуралчĕ. Пилĕк ачана ура çине тăратма çăмăл пулмарĕ аннене. Пĕрмаях вăл макăратчĕ. Эпир ăна йăпататтăмăр, мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаттăмăр. Олькăпа Лисок акайсем тата Аньок йăмăк çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнчеле арлатчĕç, апай пир тĕртетчĕ. Кăмака хутма вутă сахалччĕ, ăна вăрмантан çунашкасемпе кÿреттĕмĕр. Тăхăнмалли çук пирки Лисок акай пиллĕкмĕш, Аньок йăмăк тăваттăмĕш класран вĕренме пăрахрĕç. Эпĕ те улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне 3 кун шкула каяймарăм. Çав хушăра хам тĕллĕнех пушăтран çăпата тума вĕрентĕм те урана сырса шкула çÿреме пуçларăм. Вĕренес килетчĕ манăн.

1944 çулхи март уйăхĕнче пирĕн атте Яков Дмитриевич Вазяков аслă сержант вăрçăра вилни çинчен "хура хут" илтĕмĕр. Анне ун чухне килте çукчĕ. Пилĕк ача пĕрле ларса макăртăмăр-макăртăмăр та, аннене пĕлтермĕпĕр тесе йышăнтăмăр. Тепĕр эрнерен вăл та пĕлнĕ. Çухăрса макăрать. Хальхинче эпир макăраймастпăр, ăна йăпататпăр кăна. Çав çулхине выçлăх пуçланчĕ. Мĕн кăна çимен-ши ун чухне: шĕшкĕ кăчки, юман йĕкелĕ, ана çине юлнă çĕр улми крахмалĕ. Ĕне пуррипе кăна вилĕмрен çăлăнса юлтăмăр. Пирĕн ачалăха вăрçă нуша, хĕн-асап кÿчĕ. Атте ăшшине кураймарăмăр, тутлă апат çисе, выляса кулса пурăнаймарăмăр. Уйрăмах Нина хĕн курса çитĕнчĕ. Эпĕ те ырхан ÿсрĕм, учителе вĕренсе тухнă чухне 137 см çÿллĕш кăначчĕ.

Вăхăт ерипен иртсе пычĕ. Çитмен пурнăç ачасене çамрăклах ĕçлеме хистерĕ. Лисокпа Аньок фермăра выльăхсем пăхма пуçларĕç. Çу кунĕсенче эпĕ сурăх кĕтĕвне пăхаттăм.

Вăрçă çулĕсенче эпĕ Шулюри çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿрерĕм. Ăна ăнăçлă пĕтерсен, Етĕрнери педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Халĕ аса илме те йывăр вăл вăхăта. Кутамккапа çĕр улми (терка) çăкрине çĕклесе кашни эрнерех 25 çухрăмри Етĕрнене çуран çÿреттĕмĕр. Эпĕ имшеркке çитĕннĕскер юлташсенчен ывăнса юлаттăм. Мĕнле чăтнă-ши, халĕ тĕлĕнетĕп. Ас тăватăп: 1946 çулхи июньте тăхăнмалли çук пирки экзамена çара уран пытăм. Иван Егорович учитель манран экзамен йышăнма килĕшмерĕ. Эпĕ вара ирĕксĕрех çăматă илсе пырса экзамен патăм. Темле йывăр пулсан та 1948 çулта эпĕ педагогика училищине вĕренсе пĕтертĕм.

Пилĕк ачана ура çине тăратса, пурнăç çулĕ çине кăларчĕ пирĕн анне – салтак арăмĕ Акулина Степановна Вазякова. Ăна панă наградăсене типтерлĕн пăхса усратăп. Вĕсенчен пĕри – "Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн" медаль. Чăннипех тар юхтарса ĕçлетчĕç пирĕн аннесем: кунтăкпа тырă акатчĕç, çурлапа тырă выратчĕç, кĕлтесене алă вĕççĕн тултса капана хыватчĕç, çĕрĕ-çĕрĕпе авăн çапатчĕç. Тыррине вăкăрсемпе Çĕмĕрлене салтаксене валли ăсататчĕç. Ырми-канми ĕçлесе килти хуçалăха та саланма памарĕ пирĕн анне. Аллисем унăн питĕ ăстаччĕ. Алă вĕççĕнех кĕпе-тумтир çĕлетчĕ, çынсене кăмака купаласа паратчĕ. Иккĕмĕш медальне ăна пилĕк ача çуратса ÿстернĕшĕн панă. Çамрăклах ĕçе хăнăхнăскерсем ÿссе çитсен пурте çемьеллĕ пултăмăр, ачасем ÿстертĕмĕр. Анне хăйĕн вун пĕр мăнукĕ çине пăхса савăнатчĕ, вĕсене çитĕнтерме пулăшатчĕ. Виççĕмĕш медальне Аслă Çĕнтерÿ 30 çул çитнĕ ятпа панă. Ун çине "Ĕç фрончĕн участникне" тесе çырнă. Çапла пирĕн çемьерен атте вăрçă фронтĕнче икĕ çул ытла нимĕç фашисчĕсемпе вирлĕн çапăçса Тăван çĕршывшăн пуçне хучĕ, анне вара ĕç фронтĕнче ырми-канми ĕçлерĕ. Апла пулсан Аслă Çĕнтерÿре пирĕн çемьен тÿпи те пур.

Вăрçă нушисем асран каймаççĕ, вĕсем унта ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.

И.Вазяков

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика