АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.10 Халăх перепиçĕ хыççăн миçен юлăпăр?

1989 çулхи перепиç пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çĕршывра 1842300 ытларах чăваш пурăннă, вăл шутра районта – 24,8 пин. 2002 çулхи перепиç пĕтĕмлетĕвĕ вара Раççейре 1637094 чăваш иккенне палăртрĕ, районта – 21,1 пин. Çапла вара 13 çулта 136 пин ытла чăваш чакнă, районта 3,7 пин çын сахалланнă. Ку Раççейре пурăнакан чăвашсен шучĕ кашни çул 10500 çын сахалланса пынине кăтартать.

Чăваш Республикинче 906922-рен – 889268, Пушкăртстанра 118509 чăвашран 117317, Ульяновск облаçĕнче 115539-тан 111160, Тутарстанра – 134221-рен 126532, Самар облаçĕнче 117914-ран 101358, Оренбург облаçĕнче 21454-ран 17211, Саратов облаçĕнче 20613-рен 15956, Кемер облаçĕнче 24372-рен 15480, Красноярск тăрăхĕнче 26865-рен 16859 чăваш юлнă. Самар облаçĕнчи чăвашсен шучĕ пуринчен те ытларах чакнă. Чăваш Енрен аякра пурăнакан чăвашла пĕлмен чăваша чăваш теме юрать-и; Çук, паллах.

Миçен юлăпăр-ши кăçалхи халăх перепиçĕ хыççăн?

А.Оринова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика