АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.10 Шофер салтак

Паянхи сăмахăм Çĕн Атикасси ялĕнчи ветерансем çинчен пулĕ. Ку ялти 94 вăй питти арçынтата пĕр хĕр Аттелĕх вăрçинче çапăçнă. Вĕсенчен 62-шĕ тăван яла таврăнайман.

Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи пуçлансанах, тепĕр кунне, июнĕн 23-мĕшĕнче, Григорий Михайлович Судухина вăрçа илсе кайнă. Вăл вăхăтра шофер ĕçне лайăх пĕлекен çынсем сахал пулнă, автомашинăсем те çителĕклĕ пулман. Çавăнпа та Г.Судухин вăрçа колхоз машинипех тухса каять. Вăл Смоленск хули патĕнче 275-мĕш артиллери полкĕнче çапăçу хирне кĕрет. Унăн снарядсем тата тĕрлĕрен грузсем турттарса тăмалла пулнă. Мускав хулине хÿтĕленĕ çĕрте те Г.Судухин, вăй-халне шеллемесĕр, фронт валли снарядсем турттарнă. Ноябрь уйăхĕнче ăна мостострой батальонĕн 97-мĕш уйрăмне куçарнĕ. Мĕн вăрçă пĕтичченех Григорий Михайлович 2-мĕш Белорусси фронтĕнче пулнă. Вăл Варшавăна, унтан Берлина та çитнĕ. Хăй каласа панă тăрăх, рейхстаг çине те хăпарнă.

Хаяр та тискер вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕ пулин те, салтак тăван ялне часах таврăнайман. Хĕвел анăçра вăрçă чарăнсан Хĕвел тухăç фронтне кайма тивнĕ. Кунта Японие хирĕç вăрçă пынă. Ун чухне те вăл хăйĕн ЗИС-5 (трехтонка) машинипе вăрçă грузĕсене турттарнă. 1946 çулхи майăн 5-мĕшĕнче кăна киле таврăннă.

Пĕр енчен илсен, Григорий Михайлович Судухин телейлĕ çын пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çапăçу хирне кĕрсе 1946 çулчченех Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ пулсан та унăн çар кĕнеки çинче аманни, контузи пулни пирки çырнисем çук.

Тăван яла таврăнсан та паттăр салтак шофер пулса ĕçленĕ. Унăн чун-чĕри юратнă ĕçĕ патне туртăннă. 68 çула кайсан вăл чĕре чирĕпе сарăмсăр вилсе кайнă.

Вăрçă хирĕсенче хастарлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна "Çапăçура палăрнăшăн", "Мускава хÿтĕленĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă. Унсăр пуçне "Отличный шофер" паллăпа та чысланă.

Григорий Михайловичăн ывăлĕ, Николай Григорьевич, паянхи кун та ашшĕн çар билетне, унăн наградисене тĕплĕн упраса пурăнать.

И.Евсеева

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика