АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.17 Хĕрарăм ветеран

Чăваш ялĕнче, Çĕн Атикассинче, çуралса ÿснĕ Зинаида Григорьевна Григорьевскаян (хĕр чухнехи хушамачĕ Самсонова) пурнăç çулĕ çăмăл килмен. Вăрçă пуçланнă чухне вăл вун çиччĕре кăна пулнă. Çулталăкран тенĕ пек, 1942 çулхи апрель уйăхĕнче, вăл çар комиссариатне çул тытнă. Хусана ВНОС (воздушно-наземное оповещение связи) вĕренÿ ротине янă Чăваш Енри пилĕк çĕр хĕр хушшинче Зина та пулнă, районтан вара 10-ăн лекнĕ. Вĕренÿ ротинче вĕсене самолетсене тĕсĕпе мотор шавĕ тăрăх уйăрса илме вĕрентнĕ. Унта вĕсем тăватă уйăх ăс пухнă. Хĕрсен хул пуççийĕсем çине хаяр вăрçăн йывăрлăхĕсем тиеннĕ. Унтан вĕсене тылра çар тивĕçĕсене пурнăçлама янă – тăшман самолечĕсем инçетри тыла кĕрсе пысăк хуласем çине бомба тăкнă, фронт валли ĕçлекен заводсене тĕп тума хăтланнă.

Çамрăк хĕрсен темĕн те тÿсме тивнĕ – çисе, çывăрса çитермен, темиçешер сехет постра тăнă, хамăр е ют самолет вĕçет-ши тесе куç ыратиччен тÿпене пăхнă, хăлхасем шавлама тытăниччен итленĕ. Вышка хыççăн – телефон умĕнче дежурство, штабпа пĕрмай çыхăну тытмалла пулнă.

1943 çулхи август уйăхĕнче ВНОС-ăн 101-мĕш уйрăм батальонĕ Украинăна çитнĕ. Çакăнта хĕрсем тĕппипех çунтарса янă украин салисемпе хуторсене курнă. Кăмака трубисем кăна шăппăн çунăксем хушшинче хăрушă вăрçă палăкĕсем евĕр тăнă. Конотопра бомбежка айне пулнă. Вокзала аркатнине пула кирлĕ çĕре çуран утса çитнĕ. Вăрçă çулĕсем... Йăтнă йывăр çĕклемсем хул-çурăма туртнă, типĕ паек, кирзăллă атă... Вăрçă вĕсене питрен сывланă. Вĕсем епле çамрăк пулнă-çке! Чăн та, питĕ хăрушă пулнă. Çул айккинче тĕп тунă ялсем, бомбăсем хыççăн юлнă шăтăксем, пăрахса хăварнă техника... Вырăна каç пуласпа кăна çитнĕ. Пысăк сарай, урайĕнче – кивĕ улăм. Ывăннă хĕрсем улăм çине выртса тÿрех çывăрса кайнă. Зинăна вара постра тăма хушнă. Çав каç çывăрас килнĕ пек урăх нихăçан та çывăрас килмен унăн. Урасем ыратнине те, ывăннине те сисмен – унра пĕтĕмпех туйми-сисми пулнă. Анчах та вăл чăтса çитернех.

Каллех хăрушă вăрçă кунĕсем пуçланнă. Хуть те мĕнле çанталăкра – шăрăхра, çумăрта – вун пилĕк метрлă вышка çинчи сăнав постĕнче тăнă, унтан – постсем хушшинчи вунă километрти çыхăну тĕрĕслевĕ. Телефон умĕнче дежурство тăнисем апат хатĕрленĕ – вĕсене типĕ паек кăна панă вĕт.

1944 çулта 101-мĕш батальона Белоруссине куçарнă. Акă, ăçта вĕсен вăрçăн йывăрлăхне самай тÿсме тивнĕ. Таврара тухайми вăрмансемпе шурлăх, унсăр пуçне "бульбашсем" – вăрман хурахĕсем. Вĕсем сăнавçăсене сахал мар сиен кÿнĕ. Мĕн чухлĕ хĕр кунта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ! Хурахсем çыхăну юписене каснă, минăсем хунă, пралуксене татнă, хĕрсен вара кабельсен йывăр катушкисене сĕтĕрсе çыхăнăва юсама тивнĕ. Çыхăнăва тĕрĕслесе минăсем çинче сирпĕннĕ, хурахсен пулисенчен вилнĕ.

Зинăн асĕнчен шурлăхри пĕр каç тухман. Ун чухне вăл тĕлĕнмелле сăлтавпа чĕрĕ юлнă. Çав каç тепĕр сăнав постне каçнă. Кÿлнĕ лаша вăрман тăрăх вăраххăн сĕтĕрĕнсе пынă. "Чарăн, перетĕп!" – тесе хытă кăшкăрни каçхи хăрушă шăплăха татнă. Вĕсем патне пăшаллă икĕ çын пынă. Кусем "бульбашсем" пулнă. Апат-çимĕç, çи-пуç туртса илнĕ вĕсем, атă хывма хушнă. Зинăна хăйĕн аттине пама шел пулнă, мĕншĕн тесен вырăнти атăçă паекри сахăрла унăн пĕчĕк урине валли юрăхлă туса панă-çке. Зинăпа унăн юлташне тарма май килнĕ. Вăл шурлăхра çара уран, шинельсĕр, йывăç-тĕм тураттинчен тытăнса тăрса пытанса юлнă. Мĕн чухлĕ вăхăт çапла тăнă – ас тумасть, хăйĕнчен аякра мар пульăсем вĕçсе иртнине вара манман. Амăшĕ кĕл туни ăна вилĕмрен çăлнă пулас, юлташĕ вара вилнĕ. Тул çутăласпа кăна Зина шурлăхран тухса хамăрăннисем патне çитнĕ, хăй йĕп-йĕпе те шăнса кайнă пулнă. Ăна хамăрăннисем вилнĕ тесе те шутланă ĕнтĕ. Çакă 1945 çул пуçламăшĕнче пулнă.

Киле Зина 1945 çулхи август уйăхĕн вĕçĕнче çитнĕ. Хăй çамрăк пулин те çÿçĕсем шап-шурă пулнă, аллисемпе урисем ыратнă – шурлăхра иртнĕ хаяр вăрçă çулĕсем витĕм кÿнĕ ахăр.

Вăрçă çулĕсенче тÿснĕ йывăрлăхсене пăхмасăр, Зинаида Григорьевна вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Çĕн Атикасси шкулĕнче библиотекарьте тимленĕ. Шел те, 2009 çулта унăн кун-çулĕ татăлнă.

Е.Евсеев, А.Моисеева

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика