Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 65 çул çитет. Çĕнтерÿ çулĕ совет çыннисемшĕн питĕ йывăр пулнă. Шел, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă, вăрçă нушине тÿснĕ паттăрсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Вĕсен аса илĕвĕ вара пирĕншĕн темрен те хаклă.
З.Д.Кудряшов Ачкасси ялĕнче 1927 çулта çуралнă. Фронта 1944 çулта тухса кайнă. Малтан артиллери полкĕнче вĕреннĕ, кайран Ленинград хулинче артиллерист-минер ăсталăхне алла илнĕ. Минер ĕçĕ питĕ кăткăс, вăл пĕрре кăна йăнăшать теççĕ. Вĕсен Фин заливĕнче Балтика тинĕсне нимĕç фашисчĕсен минисенчен тасатма тивнĕ. Ку ĕçри ăнăçлăх моряксем хăйсене йĕркеллĕ тытнинчен, чăтăмлăхĕнчен, тивĕçе мĕнле пурнăçланинчен килнине çамрăк салтак лайăх ăнланнă. Çавăнпа та вăл кашни кун тĕрлĕ вăхăтра умри хăрушă минăсемпе тĕл пулма хатĕрленнĕ.
Ĕмĕр манми вăрçăри кунсем çинчен Захар Дмитриевич акă мĕн каласа пачĕ: "Эпĕ хушăва вăхăтра, сÿтсе явмасăр, чăтăмлăн пурнăçлама хăнăхнă". Пĕррехинче тинĕсре фашистсен юхакан мини вĕсен карапне пырса тивнĕ. Анчах вăл çурăлайман. Ăна сиенлесе шывран туртса кăларма виçĕ моряка хушнă. Вĕсен хушшинче З.Кудряшов та пулнă. Çак питĕ кăткăс ĕçе вĕсем кĕске хушăра пурнăçлайман пулсан карапа фашистсем часах путарма пултарнă. Нумай та вăхăт иртмен, вĕсене тăшман карапĕ тапăннă. Çак çапăçура 16 моряк вилмелле аманнă. Анчах та матроссем çухалса кайман, карапа путма паман. "Тинĕсре çакăн пек тĕл пулусем пирĕн мĕн чухлĕ пулнине аса илме питĕ йывăр. Çак кăткăс заданисене тивĕçлĕ пурнăçланишĕн паянхи кун та таса чунпа, хумханса аса илетĕп", – терĕ ветеран.
Чăн та, вăрçă çулĕсем ветеран асĕнче яланлăхах юлнă. Каярахпа вăрçăри хăнăху унăн кăмăл пахалăхне куçнă. 1949 çулта тăван киле таврăнсан З.Кудряшов чылай çул тÿрĕ кăмăлпа районти «Сельхозтехника» тата «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕсенче тăрăшнă, малтисен ретĕнче пулнă. Вăл пĕрре мар Раççей, Чăваш Республикин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулнă, тĕрлĕ уявсенче ăна асăнмалăх парнесемпе чысланă. Паянхи кун та ветеран стройра-ха, район пурнăçне май килнĕ таран хутшăнма тăрăшать, ăна шкул ачисем хушшинче курма пулать. Вăрăм кун-çул сунар ăна тата тавах пуриншĕн те.
Захар Дмитриевичăн мăшăрĕ те, Зоя Семеновна, вăрçă çулĕсем пирки сăмахпа илтмен. Унăн та ун витĕр утса тухма тивнĕ. Пурнăç шăпи Зоя Семеновнана салтак тумне 20 çултах тăхăнма хистенĕ. Вăрçă çулĕсем никамшăн та çăмăл мар: иртен пуçласа çĕрлеччен ура çинче. Тревогăсем, маршсем, çапăçусем... З.Кудряшова та çакна чăтса ирттернĕ.
– Анчах та йывăрлăхсемшĕн нихăçан та нăйкăшман, хăраса ÿксе пуç усман, пĕр ÿпкелешÿ сăмахĕ те каламан, илтмен унран, – терĕ ун пирки мăшăрĕ Захар Дмитриевич.
Зоя Семеновна çар пурнăçĕн йĕркисене çирĕп пăхăннă. Çапăçу хирĕнче аманнă салтаксене çăлса хăварас, медицина пулăшăвĕ парас тесе вăй хунă. Паллах, фельдшерăн та вăрçă хирĕнче ĕçе ытлашшипех тума, тар юхтарма тивнĕ. Салтаксемпе пĕрле винтовкине те, противогазне те, çурăм хыçĕнчи кутамккине те йăтса пымалла. Вĕсемсĕр пуçне алăра эмелсемпе медицина пулăшăвĕ памалли тĕрлĕ медицина хатĕрĕсем пулмалла. Тапăнса кĕнĕ е каялла чакнă чухне уйрăмах йывăр аманнă салтаксене çапăçу хирĕнчен мĕн чухлĕ илсе тухса вилĕмрен çăлса хăварман-ши çак çамрăк хĕр; Ахальтен мар ăна орден-медальсемпе чысланă.
Вăрçăра çухатусемсĕр пулмасть. Зоя Семеновна пĕр тĕл пулура çапла каласа пани те асăмра-ха.
– Çамрăк лейтенанта ирхине пытарчĕç. Ăна пытарнă чухне салтаксем сăмах каласа ăсатаймарĕç, çĕлĕкĕсене хыврĕç те автоматран пĕр черет кăларса ячĕç, унтан фашистсен атакине чарма окопсемпе траншейăсене вырнаçрĕç. Вилĕм çинчен, ыран ирхине салтаксем кама плащ-палатка çине хурса йăтса таврăнасси çинчен никамăн та шухăшлама вăхăт пулман, – тетчĕ З.Кудряшова.
З.Кудряшова вăрçăран таврăнсан та мирлĕ пурнăçра сывлăха сыхлас ĕçе малалла тăснă. Унпа пĕрле юнашар ĕçленĕ çынсем ăна паянхи кун та ырăпа кăна аса илеççĕ. Мирлĕ ĕçре хастар пулнăшăн вăл темиçе хутчен те наградăсем илме тивĕç пулнă.
В.Романов