АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.03.31 Çĕнтерÿ ячĕпе

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн кăçалхи февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнчи "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ май Раççей Федерацийĕн гражданĕсен уйрăм категорийĕн пĕр вăхăтлăх тÿлевĕ çинчен" 247 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене пĕр хут тÿлевпе тивĕçтерме палăртнă.

Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе тÿлекен суммăна пенсипе пĕрле тивĕçтерĕç. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çак тÿлеве 1332 çын илĕç. Çав шутра:

5 пин тенкĕ илме çак категорисем тивĕçлĕ:

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем - 17;

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем - 64;

- Финн вăрçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, Яппун вăрçи вăхăтĕнче пуçне хунă çар çыннисен тăлăх арăмĕсем - 21;

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсен тăлăх арăмĕсем - 66;

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен тăлăх арăмĕсем - 211.

1 пин тенкĕ илме çак категорисем тивĕçлĕ:

- 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи май уйăхĕн 9 - мĕшĕчченхи тапхăрта 6 уйăхран кая мар тылра ĕçленисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ çынсем - 953.

Пенси фончĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи управленийĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика