АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.14 Мăн кукаçи

Эпĕ телейлĕ тата мирлĕ вăхăтра çуралнă, анчах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки нумай илтнĕ. Мĕншĕн тесен вăл манăн тăвансен çемйисене те чăтмалла мар пысăк инкек кÿнĕ. Вăрçă вутĕнче манăн мăн кукаçи пулнă. Унăн паттăрлăхĕ пирки мана анне тата кукаçи каласа панă. Вăрçă мирлĕ халăх умне мĕнле хăрушă инкек кÿнине эпĕ лайăх ăнланатăп, çавăнпа та вăрçă вучĕ нихăçан та ан алхастăр.

Манăн мăн кукаçи, Николай Иванович Ястребов, 1903 çулта Пантьăк ялĕнче çуралнă. Пантьăкри пуçламăш шкулта 4 класс пĕтернĕ. 1925-1927çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă. 1941 çулта фашистла Германи çарĕсем совет çĕршывĕ çине хурахла тапăнса кĕрсен мăн кукаçи те, ытти совет çыннисем пекех, çĕршывăмăра хÿтĕлеме тухса кайнă. Вăл 261-мĕш стрелковăй полкра стрелок пулса çапăçнă, Ленинграда хÿтĕленĕ, Берлина çитнĕ. Темĕнле йывăрлăха та тÿсме тивнĕ унăн вăрçă çулĕсенче. Унăн куçĕ умĕнче юлташĕсем вăхăтсăр тĕнчерен уйрăлни те сахал мар пулнă. Куççуль кăларас мар тесе чунне хытарнă, тăшманпа тата вирлĕрех çапăçнă.

Мăн кукаçине Турри упранă. Вăл вăрçа 1941 çулхи август уйăхĕнче тухса кайса тăван ялне 1945 çулхи октябрь уйăхĕнче пĕр аманмасăр, тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн", "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем ялкăшса тăнă. Вĕсем, паллах, мăн кукаçи вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнине аванах çирĕплетеççĕ.

Вăрçă хыççăн мăн кукаçи "Искра" хуçалăхра ырми-канми вăй хунă. Хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕшĕн правленипе парткомăн 1970 çулхи йышăнăвĕпе ăна "Искра" хуçалăхăн "Хисеплĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Шел те, мăн кукаçи 1985 çулта, 82 çула çитсен, çут тĕнчерен уйрăлнă. Эпир унăн медалĕсене, Тав çырăвĕсене, Хисеп хучĕсене вара çемье архивĕнче тирпейлĕ упратпăр.

А.Ястребова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика