Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех хыçа юлса пырать. Шел те, çĕнтерÿпе киле таврăннисен хисепĕ чакнăçемĕн чакать, хăш-пĕр ялсенче фронтовиксем юлмарĕç ĕнтĕ.
Малалла вăрçăран каялла тухайман хăш-пĕр педагогсен кун-çулĕпе паллаштарасшăн: вĕсем пурте кÿршĕ районта Мăн Ямаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, анчах та, палăртмасăр иртме çук, пирĕн районта ĕçлесе йĕр хăварнă. Йывăр тăпри çăмăл пултăр вĕсен.
Иван Семенович Семенов, Етĕрнери педтехникумра пĕлÿ пухнăскер, 30-мĕш çулсен вĕçĕнче Çĕн Атикассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкул коллективне ертсе пынă. 1940 çулхи çуркунне ăна Çар ретне илнĕ, анчах та унăн кун-çулĕ вăрăм пулман. Хаяр вăрçă çулĕсенче, 1942 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче 32-ри çамрăк Новгород облаçĕнчи Марево районне кĕнĕ Ермошкино ялĕнче вилнĕ.
Захар Арсентьевич Смелов, Туканашри шкулта пĕр вăхăт хушши учительте тăрăшнă. Захар вăрăм кĕлеткеллĕ те хитре каччă пулнă, çуллахи каçсенче урама вăййа тухсан, купăспа юрă-кĕвĕ каласа çамрăксене савăнтарнă. Ун çине ял хĕрĕсем питĕ ăмсанса пăхнă. Шел, авланма ĕлкĕреймен педагог 1941 çулта фронтра хыпарсăр çухалнă.
Герман Петрович Синичкин, Етĕрнери педтехникумра лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕскер, 1935 çулта Тури Çĕрпÿкассинчи шкулта ĕçлеме пуçланă. Тăватă çултан ăна Çар службине илнĕ. 1942 çулта çемьеллĕ пулайман учителĕн фронтра кун-çулĕ татăлнă.
Г.Савельев, краевед.