АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.29 Манăн мăн асатте те вăрçăра пулнă

Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен эпĕ вăрçă курман. 1941-1945 çулсенчи хăрушă та тискер кунсем çинчен эпĕ кĕнекесем вуласа, кино пăхса кăна пĕлетĕп.

Мăн асаттене эпĕ питĕ лайăх ас тăватăп. Эпĕ унăн пĕрремĕш кĕçĕн мăнукĕ пулнăран-ши, вăл мана питĕ юрататчĕ. Эпĕ те ăна питĕ юрататтăм, хисеплеттĕм. Вăрçă çинчен питех аса илесшĕн марччĕ мăн асатте. Ун çинчен эпĕ ытларах çырса хăварнă аса илĕвĕсенчен тата аслисем каласа кăтартнинчен пĕлетĕп.

Мăн асатте, Семен Дмитриевич Тимофеев (ялти пек каласан – Итти Çомкки), 1924 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ишеккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере тата тăватă ача пулнă, Çомккă – асли. Çăмăл пулман çав пурнăç, çавăнпа та унăн 1931 çултан пуçласа 1939 çулччен темиçе хутчен те шкулта вĕренме пăрахма тивнĕ. Апла пулин те çичĕ класс пĕтернех. Вун пилĕк çулта чухне "Великан" колхозра учетчик-кассир пулса ĕçлеме тытăннă. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче Çомккăна районти ытти çамрăксемпе пĕрле Амур çинчи Комсомольск хулине ФЗО шкулне илсе кайнă. "Çĕмĕрлерен июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕр эшелонпа тапранса кайрăмăр, çул çинче Çĕпĕрелле çитсен вăрçă пуçланнине пĕлтĕмĕр", – çырать мăн асатте аса илĕвĕнче. Çулталăк хушши вĕреннĕ хыççăн виççĕмĕш разрядлă рабочи ятне панă, завод тунă çĕре ĕçлеме янă.

1942 çулхи август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çомккăна салтака илсе каяççĕ. Пуйăс çамрăк салтаксене хĕвел анăçнелле илсе кайнă. 1943 çулта мăн асатте Молотов (хальхи Пермь) облаçĕнчи Першеть тенĕ вырăнта автоматчиксене вĕрентекен полкра кĕçĕн командирсен шкулĕнчен кĕçĕн сержант званийĕпе вĕренсе тухать. Çав çулхи август уйăхĕнче ăна фронта илсе каяççĕ. Чи малтанах Смоленск облаçĕнчи çапăçусене хутшăнма тивнĕ, Духовщина патĕнче аманать, госпитале лекет. Унтан тухсан 57-мĕш уйрăм понтонлă кĕперсем тăвакан батальонра отделени командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. "1943 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа пирĕн батальон тĕрлĕ вырăнта пулчĕ. Хĕвел Анăç Двина çинче нумай кĕперсем, понтонлă каçăсем турăмăр, вăрçă хатĕрĕсене тата салтаксене шыв урлă каçартăмăр. Кенигсберг хулине илнĕ çĕре те, 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Пиллау (халĕ Балтийск) хулине илнĕ çĕре те хутшăнтăмăр", – тенĕ мăн асатте аса илĕвĕнче. Çĕнтерÿ кунне те çак хуларах кĕтсе илнĕ.

Яппун вăрçине те хутшăннă мăн асатте. 1946 çулхи декабрь уйăхĕнче çеç киле таврăннă. 1947 çулта ялти хĕрпе, Анна Николаевна Юткинапа пĕрлешсе тĕп килтен уйрăлса тухать. Вĕсем хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Вăрçăран таврăнсан мăн асатте колхозра ĕçленĕ, ăста платник строительсен бригадине ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман, чÿрече-алăк ăсталанă (эпĕ çуралсан ясли-кравать те янтăланă!), пыл хурчĕсем ĕрчетнĕ. Мана та вăл сахал мар техĕмлĕ пылпа сăйланă...

Хаяр вăрçă вут-çулăмне ас тивнине аса илтерсе мăн асаттен "Хăюлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Японие çĕнтернĕшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн" тата тĕрлĕ юбилей медалĕсем, хĕрлĕармеец кĕнеки, сăн ÿкерчĕкĕсем упранаççĕ.

Пурăннă пулсан мăн асатте ыран 86 çул тултаратчĕ. Шел те, Аслă Çĕнтерÿ 65 çула çитнĕ куна кĕтсе илеймерĕ вăл, кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Манăн ветерансене, сыввисене те, пирĕнтен уйрăлса кайнисене те çапла калас килет: тавтапуç сире пире мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнма май туса панăшăн. Эпир сире нихăçан та манмăпăр, сирĕн ятăрсем несĕлĕрсен асĕнче пулĕç.

Р.Карпов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика