Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене нихăçан та манмастпăр.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчен хаяр вăрçа 961 çын хутшăннă, вĕсенчен 495-шĕ киле таврăннă. Паянхи кун кунти ялсенче 9 ветеран çеç пурăнать: Иван Степанович Данилов, Василий Филиппович Пономарев (Сĕнтĕкçырми), Александр Ефимович Афондеркин (Тракушкăнь), Василий Евдихневич Тумандейкин, Филимон Яковлевич Митин (Тихăнушкăнь), Геннадий Иванович Пакрушов (I Хурашаш), Ефим Феофанович Захаров (II Хурашаш), Петр Тихонович Задонский (Тури Çĕрпÿкасси) тата Иван Никандрович Фролов (Хусанушкăнь).
Халĕ эпĕ вулакансене Хусанушкăнче пурăнакан И.Н.Фролов вăрçă ветеранĕ çинчен каласа парасшăн.
Иван Никандрович, 1925 çулта çуралнăскер, 18 çул тултарсан çар ретне тăрать. Хĕлле ялти вун виçĕ çамрăк тăшманпа çапăçма вăрçа тухса каяççĕ. Вĕсем Петр Семенович Кочетков тусĕпе Владивосток еннелле лекеççĕ. Кунта салтак тивĕçне пурнăçлама пуçлаççĕ, çар ĕçне хăнăхаççĕ. Ăна ПТР наводчикĕ пулма шанаççĕ. Хыççăн çамрăксене 11-мĕш Белорусси фронтне (командующийĕ К.Рокоссовский маршал) ăсатаççĕ. Иван Фролов пĕрремĕш кунсенчех хаяр çапăçусене кĕрет. Вăл Кировоград, Минск, Бобруйск хулисене нимĕç захватчикĕсенчен тасатнă çĕрте паттăррăн çапăçать. Чăваш каччи Польшăри Варшава хулине оккупантсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçăва та хутшăнать. Германи çĕрĕ çинче пынă хаяр вăрçăра паттăрлăх кăтартнă вăл,тăшмана хăйĕн йăвинче тĕп тунă. Кунти çапăçусемшĕн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Унсăр пуçне унăн кăкăрĕ çинче Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕ ялтăртатать. "Кенигсберга илнĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти юбилей медалĕсем салтакăн паттăрлăхĕ çинчен калаççĕ.
Ватă çын вăрçă çулĕсенче Эльба юхан шывĕ хĕрринче Америка салтакĕсемпе тĕл пулнине час-часах аса илсе каласа кăтартать. Çĕнтерÿ хыççăн Брест хулинче ĕçлени те салтак асĕнчех.
Тăван яла таврăнсан Иван Фролов çемье çавăрнă, мăшăрĕпе, Мария Елизаровнапа, икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Ветерансем паян кирпĕчрен тунă хăтлă çуртра ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен сăпайлă вăрçă ветеранне ялта пурте хисеплеççĕ.
П.Волков