Амбразурăна хупланă
Мишеркассинче çуралса ÿснĕ Николай Иванович Трифоновăн сăн ÿкерчĕкĕпе аса илĕвĕ музейра упранаççĕ. «1942 çулхи октябрь уйăхĕнче Кавказра Моздок хули çывăхĕнче наступлени пуçланчĕ. Анчах умра фашистсен пулемечĕ пуçа çĕклеме те памасть. Командир мана çав пулемета пĕтерме хушу пачĕ. Эпĕ аякран шăвăнса пырса дзот патне çывхартăм. Пăхатăп: дзот çинче самаях пысăк чул выртать. «Хуплас унпа амбразурăна», – çуралчĕ шухăш пуçăмра. Çÿлтен антарнă чухне пулемет пулисем манăн икĕ аллăма та каснă пек амантрĕç. Пулемет шăпланнă. Анчах эпĕ те ăнран кайнă. Наступлени ăнăçлă пулнă. Мана салтаксем çăлса хăварнă. Госпитальте икĕ аллăма татма тивнĕ. Наступлени тума çул уçса панăшăн мана Мухтав орденĕпе наградăларĕç», – тесе вĕçленĕ хăйĕн аса илĕвне паттăр салтак.
Харсăр капитан
Хватукасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Иван Васильевич Журавлев, вăрçă пуçлансанах, хăй ирĕкĕпе политбоец пулса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Харсăр капитан нимĕç фашисчĕсемпе вирлĕн çапăçнă, виçĕ хутчен аманнă. Вăрçă хирĕнче ăсталăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн ентеше Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе тата 9 медальпе наградăланă.
Эскадрон политрукĕ
Пухтанкасси ялĕнче кун çути курнă Николай Семенович Кудряшов подполковник 17-мĕш кавалери дивизийĕнче 1945 çулччен çапăçнă. Польшăна хăтарнă тата Берлина илнĕ çĕре хутшăннă. Паттăрăн кăкăрне Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем, Отечественнăй вăрçăн икĕ орденĕ тата нумай-нумай медальсем илем кÿретчĕç.
Берлина çитнĕ салтак хĕр
Утаркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Ефросинья Илларионовна Немцева 1943 çулхи август уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Çыхăну енĕпе курс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1944 çулхи май уйăхĕнче 1-мĕш Белорусси фрончĕн малти линийĕнче нимĕç фашисчĕсемпе пынă çапăçусене хутшăннă. Командовани панă заданисене чыслăн пурнăçланăшăн Е.Немцева связисткăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе, «Лайăх связист» паллăпа наградăланă. Паттăр салтак хĕр Берлина та çитнĕ, Япони самурайĕсемпе çапăçма та ĕлкĕрнĕ. Кăкăр тулли наградăсемпе Евроçка салтак 1946 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче кăна тăван ялне çĕнтерÿпе таврăннă.
И.Вазяков