Мускавра Раççей Оборона министерствин музейĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен калакан документсемпе тĕрлĕ экспонатсем упранаççĕ. Çак реликвисен содержанийĕпе паллашсан куç умне нихçан манăçми кунсем тухаççĕ, паттăрсен ячĕсем чĕрĕлеççĕ. Ку музейра манăн та пулма тÿр килнĕччĕ. Унта пĕрремĕш ракетчиксен хушамачĕсем хушшинче Плисов сержант ятне те тĕл пулатăн. Кун пек йыша лекме пурте пултарайман, пирĕн районти ракетчиксем хушшинче унăн ячĕ кăна çырăнса юлнă. Çавăнпа та унăн паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартасшăн.
Степан Павлович Плисов 1916 çулта Ишеккасси ялĕнче çуралнă. Шăпи унăн çăмăл пулман. Вăрçă тухиччен Етĕрнере вĕреннĕ, учительте ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. 1937 çулта Ишеккасси каччине çар службине илнĕ. Виçĕ çул иртсен вăл çартан тăван ялне таврăнать, анчах та килте нумаях пурăнаймасть. Аттелĕх вăрçи пуçланиччен 4 уйăх маларах каллех çара илсе каяççĕ. Ăна тÿрех уйрăм полкăн миномет взвочĕн отделени командирне çирĕплетеççĕ. Малтан çар службинче тăнă чухне вăл артиллери чаçĕнчи сержантсен шкулĕнче вĕренсе тĕрлĕ калибрлă тупăсемпе минометсен вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ, çавăнпа та ăна яваплă ĕç шанса панă.
Вăрçăн малтанхи çулĕсенче фронтри лару-тăру питĕ йывăр пулнă. Кашни ир радио пирĕн чаçсем çĕнĕрен те çĕнĕ хула хăварса тухăçалла чакса пынине пĕлтернĕ. Паллах, ку пурне те пăшăрхантарнă.
1941 çул. Хаяр çапăçусем пыракан вăрçăра çĕнĕ йышши хĕç-пăшал кирлĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вара уйрăм гварди батарейине шанса панă. Унти салтаксем хушшинче Степан Плисов та пулнă. Вĕсем малтанхи çапăçурах Орша хули çывăхĕнче фашистсене самаях тĕп тунă, тăшман çине вут-çулăмпа тăхлан тăкнă. Истори докуменчĕсенче çак çапăçу пирки акă мĕнлерех çырса кăтартнă. Июлĕн 14-мĕшĕнче çапăçу ир енне пуçланнă. Артиллери кĕрлесе тăнă хушăра пирĕн катюшăсем тăшмана пур енлĕн çунтарма тытăннă, вĕсен окопĕсемпе блиндажĕсене, пулеметчикĕсемпе автоматчикĕсене сывлăша сирпĕтнĕ, ракетăсемпе ура айĕнчи çĕре çунтарнă. Çак çапăçура Плисов сержант та хăюлăхпа ăсталăх кăтартнă. Унăн расчечĕ çÿллĕ тăвайккинче çирĕпленсе ларнă фашистсене тĕп тунă. Мĕн чухлĕ çаврăнăçулăх, тÿсĕмлĕхпе паттăрлăх кирлĕ кун пек чухне. Тавралăх çĕр чĕтреннĕ чухнехи пек катюшăсен сассипе кисренсе тăнă, аякра сирпĕнекен ракетăсем фашистсене тĕп тунă. Çак кунхине пирĕн салтаксем тăшман оборонине татса питĕ кирлĕ стратегилле вырăна хăйсен аллине йышăннă. Ку вырăнтан тапăнма пуçланă. Орша çывăхĕнчи çапăçусем çак уйрăм батарея ракетчикĕсемшĕн пĕрремĕш тĕрĕслев пулнă.
Орша патĕнчи пĕрремĕш залпсем кĕрслетнĕ хыççăн пирĕн ракетчиксем Смоленск, Ельня çывăхĕнче те паттăрлăх кăтартнă. Батарея фронтра çĕнĕ вырăнсене куçса пынă. Пĕр кунхине кăнтăрла катюшăсен батарейине пысăк ĕç хушнă. Плисов расчечĕ те ăна пурнăçлама васкавлăн урăх вырăна куçса тăшмана кĕтмен çĕртен вут-çулăмпа çунтарнă. Тăшман çак çапăçура хăйĕн салтакĕсемпе техникине чылай çухатнă, пĕр утăм та малалла каяйман. Степан Плисов сержанта вара Çар Мухтавĕн орденĕпе чысланă.
Вăрçăн ытти çулĕсенче те салтак хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе юлташĕсене хавхалантарнă, юнлă çапăçусенче тăшман оборонине пĕрре мар аркатнă. Вĕсем хăватлăн персе совет салтакĕсем валли çул уçса пынă. Плисов гвардин аслă сержанчĕ оруди командирĕсенчен чи пиçĕхни пулнă, пур заданисенче те хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.
Тăшмана парăнтарсан Степан Павлович тăван килне таврăнать. Колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать, ял хуçалăх экономикине тĕреклетме ырми-канми ĕçлет. Мирлĕ ĕçре те вăл пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартнă. Анчах та салтакăн пурнăçĕ 1948 çулта вăхăтсăр татăлать. Унăн ячĕ, вăл тунă паттăрла ĕçсем пирĕн асăмра ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕç.
В.Романов