Енкĕлт ялĕнче пурăннă вăрçă ветеранĕ Степан Андреевич Калистратов çуралнăранпа кăçал 102 çул çитетчĕ. Вăл вăрçă çулĕсенче руль умĕнче тата хул пуççи çине автомат çакса тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, Берлина çитсе Çĕнтерÿ туса тăван яла таврăннă.
Мĕншĕн аса илетĕп-ха эпĕ ăна; Мĕн тери ырă кăмăллă, ĕçчен, хастар çынччĕ вăл. С.А. Калистратов манăн аттепе пĕр вăхăтри арçын пулнă-çке. Вĕсем пĕрле ÿснĕ, кирек мĕнле ĕçе те пĕрле тунă, йывăрлăхран хăраман. Сăмах май, Калистратовсем ултă пĕр тăван пулнă. Унăн шăллĕ, вăрçă ветеранĕ – Андрей Андреевич (1912 çулхискер) паян та тĕрĕс-тĕкел пурăнать. Аслă Çĕнтерÿ кунне пысăк хавхаланупа кĕтет.
Пĕррехинче манăн алла Степан Андреевич 1941 çулхи майăн 24-мĕшĕнче хăй аллипе çырнă автобиографийĕ лекрĕ. Халĕ унпа кĕскен паллаштарас тетĕп.
С.А.Калистратов 1922 çулта Енкĕлтри тăватă класлă пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. Унтан Хĕрлĕ Чутай шкулне çÿреме пуçланă. Выçлăх çулĕсем пулсан та, арçын ача 6 класс пĕтерме мехел çитернĕ. Вĕренес туйăмлă çамрăк учительсем хатĕрлекен курссенче пĕлĕвне ÿстернĕ. Хутла пĕлмен çынсене вулама-çырма вĕрентмелле пулнă-çке. Çапла вара Степан Андреевич та ялсем тăрăх çÿресе ача-пăчана, ваттисене вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ.
1931-1933 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă, Туркменистан фронтĕнче басмачсене хирĕç кĕрешнĕ. Унта йывăр аманса киле таврăннă. Хутла лайăх пĕлнĕрен ăна "Красный маяк" колхозра счетовода уйăрса лартаççĕ. 1935 çулта Вăрнарти шоферсем хатĕрлекен курссенче вĕреннĕ. Унтан Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхозра шоферта ĕçлеме пуçлать. Ĕçленĕ хушăра вăл вырăнти çынсене автомашинăпа çÿреме вĕрентет. 1938 çулта хастар водителе Хĕрлĕ Чутайри райĕçтăвкома ĕçлеме чĕнеççĕ (архиври документсем тăрăх).
Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕрсен унăн та çара кайма ят тухнă. Аса илсе вăл çапла калатчĕ: "1942 çулхи март уйăхĕнче ялтан вăрçă хирне вун иккĕн тухса кайрăмăр. Шел, хăшĕ-пĕри çеç киле сывă таврăнтăмăр.
Унта та мана машина шанса пачĕç. Эпĕ тăшмансене çунтарма снарядсем турттарса тăтăм. Кашни кун тенĕ пекех вилĕмпе куçа-куçăн пурăннă: нимĕç самолечĕсем пуç йăтма памастчĕç. Рейс вăхăтĕнче ман куç умĕнчех мĕн чухлĕ автомашина сирпĕнсе арканчĕ пулĕ, юлташсем вăхăтсăр вăрçă хирĕнче выртса юлчĕç. Хам алăсемпе мĕн чухлĕ салтака пытартăм, нумайăшне автомашина кузовĕ çине тиесе госпитале ăсатрăм. Шоферсен пĕр канăç та пулман: машинăна юсамаллаччĕ е тата командирпа кирек ăçта каймаллаччĕ. Вăрçăра паттăррăн пуçĕсене хунă салтаксен çемйисем патне те хурлăхлă çырусем сахал мар çырса тăтăм, тăванĕсен вил тăприйĕ çинчен пĕлтертĕм. Темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ çав хăрушă вăрçăра. Хаяр çапăçусене кĕрес умĕн ялан тăвансене, мăшăра, икĕ пĕчĕк ывăлăма аса илеттĕм. Пĕррехинче Торжок хули çывăхĕнчи çапăçура пирĕннисем пысăк çухату тÿсрĕç. Мĕн чухлĕ салтак вилчĕ, аманнисем чылаййăн пулчĕç. Вĕсене госпитале ăсатма тытăнтăмăр. Нимĕç самолечĕсем пуç йăтма памарĕç, çине-çине бомба тăкма пуçларĕç. Аманнисене çав-çавах кузов çине тиеме пуçларăмăр. Шăп çав йышра хамăр ялти Федор Степанович Майорова курах кайрăм. Йывăр суранланнăскерне кузов çине илсе хутăм та автомашинăна тапратса ниме пăхмасăр госпитале вĕçтертĕм. Кайран хамăр савăнăçа ниçта чикеймесĕр калаçрăмăр, хамăр тĕл пулни çинчен яла çырса пĕлтертĕмĕр. Шел те, Ф.Майоров Ржев патĕнчи пĕр çапăçуран чĕррĕн тухаймарĕ".
Тăватă çула пынă хаяр вăрçăра аманман салтак пулман та. Степан Андреевич та темиçе хутчен те аманнă, унăн автомашинисем темиçе хутчен те бомба-снаряд айне лексе сирпĕнсе кайнă. "Киле сывă таврăнма Турри мана пулăшса пычĕ пулĕ", – тетчĕ кайран вăрçă участникĕ.
С.А.Калистратов Аслă Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Фашиста тĕппипех çапса аркатсан 1945 çулхи кĕркунне Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата паттăрлăхшăн панă ытти нумай медале çакса салтак яла таврăннă. Мĕн тери ăшшăн кĕтсе илнĕ ăна килти тăванĕсем.
Вăрçă хыççăн Степан Андреевич тăван колхозра мирлĕ ĕçе пуçăннă. Мăшăрĕпе тата икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ырă ăс-кăмăллă, сăпайлă арçын ĕмĕр тăршшĕпе ял-йышра хисепре пулчĕ. Ачисем те аслисене кура ĕçе хăнăхса ÿсрĕç, ашшĕ-амăшĕн ятне ямарĕç.
С.Баринов