Пирĕн районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса хăюлăх кăтартнă паттăрсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Кив Ирчемес ялĕнчи Яков Филиппович Петров. Вăл çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Ленин орденне тивĕçнĕ. Шăпах унпа çыхăннă фактсене ЧР Культура министерствин "Хальхи историн патшалăх архивĕ" учрежденийĕнче шыраса тупма май килчĕ. Çавна май район хаçачĕ урлă район çыннисене, çамрăксене çак паттăр салтакпа тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Кив Ирчемес ывăлĕ Я.Петров тăван çĕршыв телейĕшĕн хăйĕн пурнăçне панине пурте пĕлсе асра тытчăр.
Яков Петров çинчен "Советская Чувашия" хаçат 1965 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче "Рота писарĕ" очеркра çырса пĕлтернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çар корреспонденчĕ пулнă Павел Баранников аса илсе çырнă ăна, вăл Яков Петров çапăçнă вырăнсенче темиçе хутчен те пулнă. Рота командирĕ ăна тÿрех хăйĕн писарĕ çинчен каласа панă, корреспондент пирĕн ентешпе тĕл пулса калаçнă, мĕн курнине, калаçнине çырса илнĕ. Ун чухне, васканине пула-и, П.Баранников блокнот çине "Красно-Нотайский район, дер. Друмово" тесе çырнă, кайран тĕрлĕ справочниксене тĕрĕсленĕ хыççăн вăл "Красночетайский район, "Друмово" ялĕ вырăнне справочник тăрăх "Дубовка" тесе тÿрлетнĕ. Çав çулхинех, тепĕр икĕ уйăхран, "Советская Чувашия" хаçатра Павел Голицын çырнă "Парень из Урумово" ятлă очерк пичетленсе тухнă. Кунта Яков Филиппович Петров Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кив Ирчемес ялĕнче çуралса ÿснине çирĕплетнĕ. Кам-ха вăл Я.Петров, мĕнпе палăрса юлнă вăл;
Яков Филиппович 1919 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Çул çитсен Хăмарккари пуçламăш шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Штанашри çамрăксен шкулĕнче хăйĕн пĕлĕвне ÿстернĕ. Вăл ял Советĕнче, районти комсомол комитетĕнче, прокуратурăра ĕçленĕ. Пĕр вăхăтра ăна Алексей Логиновпа (Совет Союзĕн Геройĕ – каярахпа) та ĕçлеме тÿр килнĕ.
1939 çулта Я.Петров çар ретне тăнă, тăван килне, тусĕсем патне час-часах çырусем çырнă. Тăван çĕршывăн вăрçи пуçлансан вăхăт сахал пулнă, хушăран кăна кĕскен: "Таса сывă, тăшмана канăç памастпăр", – тесе çырнă. Хăйĕн тивĕçне вăл тĕплĕн пурнăçланă, анчах та ăна кăшт кичемрех пулнă. Унăн ротинчи юлташĕсем снайперсем пулса тăнă, хĕç-пăшала тыткалама лайăх вĕренсе çитнĕ. Петров вара пĕрмаях хăйĕн кăранташĕпе тата хут таткисемпе аппаланса ларнă.
– Çаксем ĕнтĕ манăн боеприпассем, – тесе шÿтленĕ вăл.
Пĕррехинче рота писарĕ хăйĕн аллине чăн-чăн боеприпассем илнĕ, вĕсене хăюллăн тыткаланă.
Тăшман пулемечĕ совет салтакĕсен ротин çулне пÿлсе тăнă. Çав пулемета пĕтерес ĕçе Петров хăй çине илнĕ. "Ăна тĕп тусан пирĕннисене атакăна çĕкленме çăмăл пулĕччĕ", – тенĕ. Вăл хăйĕнпе пĕрле тăватă салтак илсе тăшманăн хĕм сапакан вырăнĕ патнелле талпăннă. Пĕр чул хыçĕпе теприн патне, пĕр тĕмĕ çумĕпе тепĕр тĕмеске умне лăпчăнса хырăмпа шуçнă. Юлашкинчен вĕсем пĕр чул купи патне çитнĕ. Вутлă çумăр сапакан сăртлăха çитме 50 метр çеç юлнă. Вăл хăйĕнчен 20 метрта тепĕр тĕмеске асăрханă, анчах та ун патнелле мĕнле чупса, шуçса çитмелле; Тÿрем вырăн ал тупанĕ çинчи пекех курăнать-çке. Рота писарĕ юлташĕсене юлма аллипе паллă туса çиçĕм евĕр малалла ыткăннă, хăй палăртнă чул хыçне лăпчăнса выртнă. Тăшман ун енне вăрăм черет кăларса янă, салтака тĕмеске çăлса хăварнă. Унтан паттăр салтак каллех малалла шуçма тытăннă. Акă вăл пулеметран 20 утăм пек юлсан выртнă çĕртенех умлăн-хыçлăн икĕ граната ывăтнă, хыççăнах пулемет шăпланнă. Рота тÿрех атакăна çĕкленнĕ. Яков Филиппович та пулемет патне ыткăнса тăшмана çунтарма тапратнă.
Тепĕр çапăçура рота писарĕ санитар пулса кĕрешнĕ. Совет салтакĕсен темиçе боецне амантнă пулнă. Гитлеровецсем хăйсем чакса пынă чухне, хÿтĕленес шутпа, вăйлă вут-çулăм тăкнă. Çапăçу хирĕн кашни лаптăкне пульăсем ÿкнĕ. Çапах та салтак малалла шуса кайнă. Вăл вут-хĕм айĕнчен суранланнă 8 хĕрлĕармееца тата 2 командира илсе тухнă. Çав вăхăтран тытăнса вăл, хăй рота писарĕнче ĕçленипе пĕрлех, кашни çапăçăвах хутшăннă.
Акă пĕррехинче вĕсем окопсенче тăшмана кĕтсе выртнă. Нимĕçсем окопран темиçе вунă метр кăна юлсан: "Перĕр!" – команда янăраса кайнă. Нимĕçсен пĕр речĕ курăка çавапа çулнă пек ÿкнĕ. Яков Петров: "Тăван çĕршывшăн", – тесе кăшкăрса ытти салтаксене атакăна çĕкленĕ. Пуçланнă штыклă çапăçу. Якова аллинчен амантнă, вăл пур пĕр фашистсемпе çапăçнă. Акă, пĕрне, теприне, виççĕмĕшне леш тĕнчене ăсатнă вăл. Çапăçу лăплансан пирĕн ентеше салтаксем тупнă. Ăна санбата ăсатнă. Анчах та йывăр аманнăскер 1942 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Кив Ирчемес ялĕнче çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса Ленин орденне тивĕçнĕ Я.Петров хăйĕн ятне ĕмĕрлĕхех мухтавпа витнĕ. Вăл чăннипех те мухтава тивĕçлĕ пулнине кура Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнтерÿ лапамĕнчи асăну стеллине çĕнетессе шанас килет.
Пĕррехинче Çĕмĕрле хулине ялтан тырă леçме кайнă. Атте шăпах Çĕмĕрле хули патĕнчен пуйăспа иртсе кайнă вăхăт пулнă. Вăл пуйăс çинчен анса лашасене ыталани çинчен çынсем яла таврăнсан каласа панине те ас тăватăп. Лявок Аннинчен мана валли чĕнтĕрлĕ пукçин тутăр парса янăччĕ. Мĕнле хаклă парне пулнă вăл маншăн.
Хыççăнах атте çыру çырса янăччĕ, унта командирĕ вилнине пĕлтернĕ. Унтан, эпĕ 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне, аттен вилнĕ хучĕ килчĕ. Паянхи пекех ас тăватăп: апай терка икерчи пĕçерет. Ял Совечĕн председателĕ Яков Мартышкин аттен вилнĕ хутне килсе пачĕ. Апай тÿрех урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ, шăллăмпа чарăнми макăртăмăр.
Эпĕ шкулта аван вĕренеттĕм, хурлăхлă хыпар килнĕ кун учительница манран ыйтнине те хуравлаймарăм, чĕлхе çĕтрĕ тейĕн, макăратăп çеç. Анастасия Ивановна "2" паллă лартса пачĕ, киле кайиччен те парта çийĕнчен пуçа йăтаймарăм. Тепĕр кунхине учительница манран каçару ыйтрĕ: "Мĕншĕн аçун вилнĕ хучĕ килни çинчен каламарăн;" – терĕ. Пурнăç йывăр килсен те 4-мĕш класа Хисеп грамотипе вĕçлерĕм.
Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнчи тертлĕ пурнăçа эпир, вăрçă ачисем, нихăçан та манаймăпăр. Аслисем фашистсен тискерлĕхĕ çинчен ытла та хăрушшăн каласа паратчĕç. Хăраса çеç пурăннă. Каç пулсанах чÿречесене утиялпа картланă, кăшт çутă курăннă-тăк, тÿрех кантăкран шаккатчĕç. Хĕвел аннă чухне хĕвел анăç тепĕр чухне хĕп-хĕрлĕ курăнатчĕ, эпир ăна çынсен, салтаксен юнĕ тесе шикленсе пăхаттăмăр.
Эпир, вăрçă ачисем, йывăрлăхне нумай тÿснĕ. Эпир мĕн курнине паянхи ăру нихăçан та ан куртăр. Яланах килĕштерсе пурăнăр. Çамрăксем! Эрех-сăрапа ан ашкăнăр, пĕтĕм инкек вĕсенчен пулать. Эрех-сăрасăр пурăнма пулать, çăкăрсăр – çук. Эпир çăкăр мар, курăк çисе пурăннă. Апла пулин те никампа та харкашман. Çынна усал сунмасăр ĕмĕре ирттерме тăрăшăр. Яланах тăнăç пурнăç пултăр çĕр çинче.
В.Никитин