АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.29 Вăрçă ачисем

Хаяр вăрçă çулĕсем. Миçе çыннăн пурнăçне телейсĕр турĕç-ши вĕсем; Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа нихăçан та манас çук. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă çул эпĕ 7 çулхи хĕр ача пулнă. Аттене вăрçа кайма повестка пани те асрах. Атте уйра ĕçлетчĕ, эпĕ ăна чĕнме кайрăм. Тăван çĕршыва сыхлама Утаркассинчен ун чухне 19-ăн кайрĕç. Çав шутра манăн атте те, Яков Макаров. Атте вăрçă хирĕнчен çырусем çырсах тăратчĕ. Апая ялан: "Ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса усра", – тесе çыратчĕ. Шел те, 1941 çулта çуралнă Яков шăллăм выçлăх çулĕнче куçне хупрĕ. Пире, шăллăмпа иксĕмĕре, ура çине тăратассишĕн анне нумай тăрăшрĕ. Йывăр килчĕ ăна. Эпир, ача-пăча çеç пулин те, ăна май пур таран пулăшма тăрăшаттăмăр.

Атте юнлă вăрçăра темиçе хутчен те аманнă, сывалсан татах нимĕçсемпе кĕрешнĕ. Питех те йывăр аманнă хыççăн ăна Шупашкара, Атăл леш енчи завода, янă. Унта вăл ытти çынсемпе пĕрле фронт валли чус-хăмана вакунсене турттарса тăнă. Пĕррехинче атте хăйĕн командирĕпе килте çĕр каçрĕ. Анне вăл вăхăтра Шупашкара кайнăччĕ, аттене кураймарĕ. Халĕ шутлатăп та, чĕрисем мĕнле ыратнă пулĕ вĕсен, савнă мăшăрне курайман-çке.

А.Макарова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика