Хаçат страницисенче вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерни пирки вуласанах куççуль юхса анать. Паллах, ку хваттере тивĕçекен вăрçă ветеранĕсемпе мăшăрĕсен, ачисен пысăк савăнăç. Манăн атте, вăрçăра нумай йывăрлăха тÿснĕскер, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ май, паянхи кунпа савăнаймасть.
Атте, Димитрий Федорович Мартынов,1907 çулта Трапай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçа 1941 çулхи август уйăхĕнче тухса кайса каялла 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче кăна таврăнчĕ. Тăватă хут аманнăскерĕн кĕлетки-çурăмне пăхма йывăрччĕ. Танкист пулнă май мирлĕ вăхăтра пĕрмаях "Три танкиста" юрра шăрантаратчĕ.
1937 çулта пирĕн кил-çурт тĕппипех çунса кайрĕ. Пÿрте лайăххăн туса та çитерменччĕ – вăрçă пуçланчĕ. Çав çулсенче тăхăнмалли тата çимелли хĕсĕк пулнă пулин те анне ĕне усрама тăрăшрĕ."Ĕне сутсан эпир выçса вилетпĕр," – тетчĕ. Пире, тăватă ачине, çăлса хăварчĕ, анчах хăй чирлесе 1944 çулхи май уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. Ачисене вилĕмрен çăлас тесе (çав вăхăтра нумаййăн выçса вилчĕç) апатне те сахал çинĕ пулĕ, апрель уйăхĕ вĕçĕнче çĕр улми сутăн илме кайсан Атнар ялĕ патĕнчи çырмара çур кĕлетке таран пăрлă шыва анса ларнине калатчĕ. Ун чухне эмелĕ те пулман, ÿпке шыçнипе вăтăр çулхискер вилсе кайрĕ. Вăл вăхăтра эпĕ, асли, 11 çулта пулса, кĕçĕнни – виçĕ çулта. Юрать-ха, Ванюк шăллăма Енкĕлт ялĕнче пурăннă асаттепе асанне илсе кайса пăхрĕç. Çурта ăшăтма вутă-шанкă та çукчĕ. Пахчара улмуççи йывăçĕсем хăрнăччĕ, çавсене касса антарса çунтарса пурăнтăмăр. Тав Турра, вилмерĕмĕр. Хырăм выçнипе курăк та, çĕрнĕ çĕр улмисен крахмалне те пуçтарса çинĕ.
Юлашкинчен пăшăрханса çакна калас килет: эпĕ 33 çул хушши халăх сывлăхне сиплес ĕçре тăрăшрăм. Пурнăçра тем те курма тиврĕ. Паян хваттер илекенсем хушшинче çапăçу хирĕнче пулман çынсем те пур, анчах вĕсем кăкăр "çапса" вăрçă ветеранĕсем пулнине ĕнентересшĕн çÿреççĕ. Ман атте пек 1990 çулччен çĕре кĕнисем вара цементпа хытарса тунă палăксене те тивĕçеймерĕç.
Елизавета Калашникова, Вырăсушкăнь ялĕ.