АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.29 Çын çут тĕнчерен уйрăлсан

Шел те, пурнăçра çухатусăр пулмасть. Кашниех эпир хăçан та пулин хамăр юратнă та çывăх çыннăмăрсене, юлташсене, пĕлĕшĕмĕрсене çухататпăр, вĕсемпе яланлăхах сыв пуллашатпăр. Темĕнле йывăр пулсан та пирĕн вĕсене юлашки çула тивĕçлĕн ăсатмалла. Кун пек чухне çын вилни çинчен ЗАГСра патшалăх регистрацине вăхăтра тумалли пирки те манмалла мар. Паян кун çинчен тĕплĕнрех калаçăпăр.

Çын вилнине патшалăх регистрацийĕ тăвасси çак хутсем çинче никĕсленет: медицина учрежденийĕ е хăй тĕллĕн ĕçлекен тухтăр çын вилни пирки çирĕплетнĕ формăпа панă документ: вилнĕ факт çинчен çирĕплетни е çын пурнăçран уйрăлнине пĕлтерни пирки суд йышăнăвĕ; тĕрĕс мар репрессиленĕ, каярахпа таса ятне тавăрнă çын вилни çинчен тивĕçлĕ органсем панă документ.

Çын яланлăхах çут тĕнчерен уйрăлнине вăл юлашки вăхăтра пурăннă, вилнĕ тăрăхри, виллине тупнă е вилни çинчен çырса панă учреждени вырнаçнă вырăнти ЗАГС пайĕнче патшалăх регистрацине тăваççĕ. Енчен те çын карап, пуйăс, самолет е тата урăх транспорт çинче пынă чух вилсен, вăл пурнăçран уйрăлнине виллине транспорт çинчен антарнă территоринче вырнаçнă ЗАГС пайĕ регистрацилеме пултарать.

ЗАГС органне çын вилни пирки çаксем пĕлтерме тивĕç:

- мăшăрĕ, вилнин ытти çемье членĕсем, çавăн пекех вилнĕ вăхăтра пулнă е кун пирки пĕлекен ытти çынсем;

- çын вилнĕ вăхăтра медицина е социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсенче пулнă пулсан – асăннă учрежденисем;

- ирĕкрен хăтарнă çын тĕрмере чух çут тĕнчепе сыв пуллашнă пулсан – тивĕçлĕ учреждени;

- вилнĕ çын кам пулни паллă мар чухне унăн вилĕмĕ пирки тĕпчекен следстви е дознани органĕ;

- çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилсен – çар чаçĕн командирĕ.

Анчах та çакна манмалла мар: çын вилнĕ хыççăн 3 кун хушшинче унăн вилĕмĕ çинчен ЗАГС пайĕнче çыртармалла. Çын виллине тупсан та çак кунран пуçласа 3 кун хушшинче ку ĕçе пурнăçламалла. Çакна пурин те пĕлмелле. Тепĕр чухне çыннине пытарсан çеç е чылай вăхăт иртсен унăн вилĕмĕ пирки регистрацилеттерме ЗАГС пайне килеççĕ. 3 кун хушшинче çын çут тĕнчерен уйрăлнине çыртармалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Е.Барышникова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика