АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.05 Ĕç династийĕсен слетĕнче – Тимаковсем

Çулсеренех майăн 1-мĕшĕнче республикăра ĕç династийĕсен слетне ирттереççĕ. Кăçалхипе вăл 7-мĕш хут пулчĕ. 2010 çул – Раççейре тата Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавăнпа та слетра вĕрентÿ ĕçченĕсен 8 династийĕ пулнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ виçĕ пин çула яхăн. Пирĕн районтан слета Тимаковсен çемйи хутшăннă. Вĕсен ĕç стажĕ 272 çулпа танлашать. Династие Галина Константиновна Тимакова пуçарса янă. Вăл 43 çул вĕрентÿ ĕçĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра та вăл, тивĕçлĕ канура пулин те, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче математика учителĕнче ĕçлет. Хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçе халалланăшăн ăна "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ" ят парса та чысланă. Унăн пархатарлă ĕçне хĕрĕсем – Лариса Сандомировапа Ирина Романова – малалла тăсаççĕ. Л.Сандомирова воспитательте тăрăшать, И.Романова – Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература учителĕ. Кĕрĕвĕ Эдуард Романов та Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ОБЖ предмечĕпе вĕрентет. Тимаковсен çемье династийĕнче пурĕ 11 çын хăйсен пурнăçне вĕрентÿ тытăмĕпе çыхăнтарнă.

Ĕç династийĕ вăл – истори çеç мар, професси суйланă чухне ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхне ăша хывса вĕсен ĕçне малалла тăсакан çынсем те.

Л.Зайцева.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика