АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Бельгинче Пухтанкасси çыннин вил тăприне тупнă

Вăрçа тухса кайнисем тăшмансен аллине лексе нумай нушаланнă, вĕсен шутĕнче Пухтанкасси çынни Лука Осипович Чугунов та. Ун пирки "Ас тăвăм" кĕнекере 1943 çулта хыпарсăр çухалнă тесе палăртнă. Анчах та, Шупашкарти 57" шкулăн вĕренекенĕсем ячĕпе Евгений Шумилов пĕлтернĕ тăрăх, асăннă шкулăн ачисем – "Алые маки" шырав пĕрлешĕвĕн членĕсем тăрăшнипе Бельгинчи Курсел хулин масарĕнче тыткăна лекнĕ 23 совет салтакĕн вил тăприне тупнă. Çавăн пекех вĕсенчен инçех мар масарта Пухтанкасси ялĕнчи Лука Осипович Чугуновăн вил тăприйĕ те пур. Л.Чугунов тыткăнра 1943 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ. "Алые маки" шырав пĕрлешĕвĕн членĕсем тĕпчесе пĕлнĕ май çакă паллă: Лука Осипович фашистсен аллине 1942 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Украинăри Луганск облаçĕнчи Старобельск хули çывăхĕнче лекнĕ. Паянхи кунчченех ун пирки калакан карточка сăн ÿкерчĕкĕпе пĕрле сыхланса юлнă. Карточкăра Феодосия Чугунова пирки те асăннă, анчах та вăл Лука Осиповичшăн кам амăшĕ е ... паллă мар.

Унти совет салтакĕсен вил тăприйĕсем çинче тирпейлĕх хуçаланать, ку енĕпе Бельгинчи Раççей Посольстви тăрăшать. Кашнийĕн хĕресĕ çинче ятне, хушаматне, хăçан çуралнипе вилнине те палăртнă.

Шел, Пантьăк ял тăрăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пухтанкассинче Чугуновсен çемйи вилсе пĕтнĕ.

А.САВИНКИНА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика