АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Пурнăçа шеллемесĕр

Вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансем çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Акă Енкĕлт ялĕнче ватă салтаксем тăваттăн пурăнаççĕ: П.Е.Борисов, М.К.Мохнатов, М.В.Михуткин тата А.А.Калистратов. Çавăн пекех ялта пĕр салтак арăмĕ Д.П.Самышкина мăнукĕпе тата унăн çемйипе ырă курса пурăнать.

Манăн вулакансене Андрей Андреевич Калистратовăн фронтри аса илĕвĕсемпе паллаштарас килет.

А.А.Калистратов вăрçă пуçлансанах пĕрремĕш призывпа çара тухса кайнă. Вĕсем ларнă эшелон Ленинград хулине çул тытнă. Унта çитсен вĕсене çар тумĕ панă, алла пăшал тыттарнă, çапăçусене кĕртнĕ. Салтак ветеран вăрçă çулĕсене халĕ те хурланса аса илет.

– Мĕн чухлĕ çын вилчĕ Ленинград хулине хÿтĕлессишĕн пынă çапăçура, мĕн чухлĕ юн юхрĕ. Апат-çимĕçĕ, вăрçă хатĕрĕ те çитсе пымастчĕ. Çавна пулах хăш-пĕр тытăçусенче пирĕн чакма тиветчĕ.

Пĕр çапăçура манăн сулахай алла снаряд ванчăкĕ хытах суранлатрĕ. Йывăр аманнăскерне Ленинградри пĕр госпитале ăсатрĕç. Нимĕçсем хула çине мина, снаряд пăрахса тăнăран пире, аманнисене, Свердловск облаçне куçарчĕç. Виçĕ уйăх госпитальте выртса сывалтăм.

1942 çулхи январь уйăхĕнче иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса киле таврăнтăм.

Вăрçă кĕрленĕ çулсем чылай хыçа юлчĕç пулин те, хам тÿссе ирттерни, бомбăсемпе снарядсем шартлатса çурăлни, юлташсене çухатни, йĕри-тавра пуля шăхăрса иртни халĕ те куç умĕнчех. Хĕрлĕ Çар, тыл çирĕп пулнăран пирĕн халăх çĕнтерÿ турĕ, – тет фронтовик.

Ветеранăн кăкăрне паян чылай медаль тата II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçăн орденĕ илемлетеççĕ.

Л.МЕДВЕДЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика