АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр

Ас тăвăр!

Çулсем иртсен,

Ĕмĕрсем иртсен -

Ас тăвăр!..

Икĕ мрамор плита çине çырса хунă 160 ятпа хушамат. Кашни – уйрăм пурнăç, ĕмĕт-шухăш, синкерлĕ шăпа... Юратнă çыннисемпе, тăван тавралăхпа сыв пуллашса вĕсем чи юнлă та чи тискер вăрçа тухса кайнă. Кайнă та – таврăнайман. Ытти пин-пин салтак пек Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçĕсене шеллемен. Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенче пурăннă 160 çын ячĕ икĕ мрамор плита çинче. Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр.

Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк Ишеккассинче унччен те пулнă-ха. Вăл ялти Культура çурчĕ умĕнче вырнаçнă. Анчах та яла пырса кĕрсенех, çул хĕрринче, пурне те курăнмалли вырăнта палăк уçни питĕ паллă пулăм тесе шутлатăп.

Ĕнер, майăн 7-мĕшĕнче, вăрçăра пуç хунисен ячĕсене асăнса çырнă постаментпа палăка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Вĕсем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов тăрăшнипе хута кайрĕç.

Хăрушă вăрçă çулăмне аса илтерсе Ĕмĕрлĕх вут çунать. Палăк умĕнче - чĕрĕ чечексем. Шăп... Вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр самант сассăр тăратпăр. Чуна пăлхатса виçĕ хутчен автомат сасси янăрать.

Ишеккассипе Тумликасси ялĕнче пурăнакансемшĕн паллă мероприятие çамрăк армеецсем утни, автоколонна иртни тата ачасен концерчĕ илемлетрĕç.

Çавăн пекех майăн 6-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче те вăрçа тухса кайса унтан таврăнайман 201 çынна асăнса постамент уçнă.

Аслă Аттелĕх вăрçи – пирĕн çухату, пирĕн ырату, пирĕн ас тăвăм. Аслă Çĕнтерÿ – куççульпе çăвăннă савăнăç. Çакна нихăçан та манас марччĕ.

А.Карпова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика