АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.15 Вăрçă паттăрĕсене асăнса

Кăçал ял тăрăхĕсенче Çĕнтерÿ юбилейне хатĕрленсе вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртессипе уйрăмах тăрăшса ĕçлерĕç. Çавăн пекех Туктамăшпа Ишеккассинче, Хусанушкăнче, Упукушкăнче никама та, нимĕн те манас мар тесе постамент, стела, обелиск уçрĕç.

Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи ялсенче тахçанах паттăр салтаксен ячĕпе палăксем вырнаçтарнă. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа майăн 8-мĕшĕнче вырăнти ялсенче çуралса ÿснĕ, вăрçăра вилнĕ салтаксене асра тытса ял администрацийĕн çурчĕ умĕнче стела уçăлнă. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăма хĕрлĕ хăю касса паллă тунă çĕре район пуçлăхĕ А.И. Криков та хутшăннă. Çавăн пекех кунти ялсенчи кашни палăк умне вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хунисен списокне çырса хунă. Сăмах май, çак пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртессишĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Праулов нумай тăрăшнă.

Упукушкăнче ку таранччен вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк пулман. Çакна шута илсе ĕнтĕ ял çыннисем ыйтнипе, уйрăмах кунти Владимир Геннадьевичпа Ираида Михайловна Романовсем пуçарулăх кăтартнипе, Штанаш ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе майăн 9-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрне А.Логинова асăнса йĕркеленĕ паркра обелиск уçрĕç.

Эпир вăрçă хирĕнче пуç хунисене, хыççăн йывăр сурансене пула çĕре кĕнисене ĕмĕр асра тытатпăр, хамăр хушăра пурăнакансене сума сăватпăр.

Л.Шивиркина, Г.Зотова.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика