АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.19 Мăн кукаçи – разведчик

Хăрушă пулнă вăрçăра,

Çапах пуçне усман салтак.

Ялан хĕрÿ çапăçура,

Ялан вутра, ялан малта.

Н. Евстафьев.

Манăн мăн кукаçи, Николай Михайлович Данилов, вăрçăра разведчик пулнă. Вăл 1918 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мишеркасси ялĕнче çуралнă. 1932 çулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн бухгалтера вĕренсе тухнă. Асанне каласа панă тăрăх, мăн кукаçие 1938 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче салтака илсе каяççĕ, анчах та виçĕ çултан та, вăрçă пуçланассине сиссе, киле яман.

Николай Михайлович малтанах Инçет Хĕвел Тухăçĕнче артиллери полкĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. 1942 çулта ăна вăрçа илсе каяççĕ. Вăл Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăнать, çав çулах контузие пула 3 уйăх госпитальте выртать. Темиçе çул тăванĕсене курманскер, Хусантан сывалса таврăннă чух аслă командиртан ыйтса Çĕмĕрле станцийĕнче анса юлать. Çуран утса Мишеркассине çитет. Йăпăртлăха килне кĕрсе çывăх çыннисене курса тухать те каялла Çĕмĕрлене вĕçтерет. Лашапах ăсатса яраççĕ салтака. Мускав хулинче вăл хăйсен чаçне хăваласа çитет.

Разведчиксен ротин командирĕ пулнă май чылай йывăр та кăткăс заданисене пурнăçлама тивнĕ мăн кукаçин. Вилĕме те пĕрре кăна мар куçран пăхма тивнĕ унăн. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "Хăюлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшăн" медальсемпе наградăланă.

Н.М. Данилов батарея старшини вăрçă пĕтнине Германире кĕтсе илнĕ. Пирĕн çарсем союзниксен çарĕсемпе Эльба юхан шывĕ çинче тĕл пулнă çĕре те хутшăннă вăл. Америка офицерĕ мăн кукаçине автоматне сутма сĕннĕ, анчах та кун пек туни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнланнă салтак килĕшмен. Çакăншăн ăна командирĕ ырланă.

"Хĕвел Тухăç Пруссине çитсе кĕрсен фашистсем çине урса, тарăхса çитнĕ вырăс салтакĕсем ялсене çунтарса яма пуçланă. Тепĕр куннех çакăншăн персе пăрахассине пĕлтерекен хушу тухать, вара ялсене çунтарма пăрахаççĕ", – тет асанне, мăн кукаçи каласа кăтартнине аса илсе.

Киле 1946 çулта таврăнать хастар салтак, ялти хĕрпе çемье çавăрать. Мăшăрĕпе, Любовь Михайловнапа, 5 ача çуратса ÿстереççĕ. Мирлĕ пурнăçра мăн кукаçи колхозра ĕçленĕ. 1979 çулта чирленĕ хыççăн вăл çĕре кĕрет.

Манăн мăн кукаçи çĕнтерĕве çывхартнисен йышĕнче пулнă. Вăл, ытти салтаксем пекех, темĕн те чăтса ирттернĕ: выççи-сиввине те, хăрушлăха та, ыратнине те, юлташĕсем вилнине те. Апла пулин те, вĕсем çĕнтерĕве ĕненнĕ, çавăнпа çĕнтернĕ те!

Рома КАРПОВ, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул, 4 В класс.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика