АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.26 Мускавран Кенигсберга çитнĕ

Эпир, вăрçă ачисем, халĕ маçак-кукаçи, мамак-кукамай пулса тăтăмăр ĕнтĕ. Апла пулин те вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ аттесене, тăвансене паян та асра тытатпăр.

Ман атте, Семен Васильевич Васильев-Кораков, 1914 çулта Хурапыр ялĕнче çуралнă. Мирлĕ вăхăтра тăван хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан Тăван çĕршыв чĕннипе фронта тухса кайнă. Вăл мĕн çĕнтерÿ тăвичченех вăрçă хирĕнче çапăçнă. Суранланнă. Госпитальте сипленсен каллех хĕрÿ çапăçусене кĕнĕ. Манăн атте нимĕçсене Мускавран пуçласа Кенигсберга çити хăваланă, салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă, киле çĕнтерÿпе таврăннă.

Атте вăрçăран таврăнсан пире, çамрăк ачасене, хăй тÿссе ирттернине каласа пани паян та куç умĕнче.

– Кенигсберг çывăхĕнчи пĕр çапăçура фашистсем шурă ялавпа пирĕн ума тухрĕç. Вăл вăхăтра çакăн пек тăшман ушкăнĕсене тĕл пулкалани питех тĕлĕнтерместчĕ. Анчах пирĕн рота командирне çакă хытах иккĕлентернĕ: вĕсем хăйсене тыткăна парăнакан салтаксем пек мар, пачах урăхла, ытлашши хăюллă тыткаланă. Совет салтакĕсене улталасшăн пулнă имĕш. Чăнах та, нумай та вăхăт иртмерĕ, пирĕн позицисем çине вăйлăн пеме пуçларĕç. Рота командирĕн иккĕленĕвĕ тÿрре тухрĕ, вăл асăрхаттарни лайăх пулчĕ. Пирĕн автоматчиксем нимĕçсене вăйлăн çунтарма пуçларĕç. Кĕçех танксем те çитрĕç. Тинех эпир, пехотинецсем, хăрушлăх иртсе кайнине туйса илтĕмĕр, нимĕçе аркатса малалла ыткăнтăмăр. Германинче Çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕшнине курсан, хĕпĕртенипе икĕ куçăмран куççуль шăпăртатса юхса анчĕ, – каласа паратчĕ вăл, хăй каллех йĕретчĕ. – Тинех вăрçă пĕтрĕ. Салтаксем автоматран çÿлелле темиçе хутчен печĕç. Эпĕ те хĕпĕртенипе петĕм. Кайран штаб начальникĕ хаяр кĕрешÿре паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн салтаксене, унтах мана та, кăкăр çине "Хăюлăхшăн" медаль çакса ячĕ.

Вăрçă чарăнсан, тепĕр кунхине, строй умĕнче тепĕр хушу вуласа пачĕç. 1914 çулхи салтаксен, сывлăх енчен çирĕпписен, çак хуларах службăна тăсмаллине пĕлтерчĕç.

Çапла вара манăн атте 1946 çулта çеç тăван киле таврăннă. Фронтовика Хурапырти Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулма суйланă. Халăх ăна шаннине туйса, атте вăй-хала шеллемесĕр хуçалăха ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. Шел те, вăл 38 çула çитсен вăрçă суранĕсене пула çĕре кĕчĕ. Эпир çичĕ пĕр тăван тăлăха тăрса юлтăмăр. Эпĕ атте хÿтлĕхне туйса ÿсменренех, паян чĕрĕ-сывă пурăнакан фронтовиксене питĕ хисеплетĕп, тĕл пулсан алă памасăр иртместĕп. Вĕсем пире мирлĕ пурнăç туса парассишĕн юн тăкнă-çке. Ашшĕн тĕрекне курса ÿснĕ ачасемшĕн тем пекех хĕпĕртетĕп.

М.Кораков

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика