АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.06 Çĕнтерĕве çывхартассишĕн юн тăкнă

1941 çулта Тăван çĕршывшăн питех те йывăр кунсем çитсе тухсан Туктамăшри вăй питти арçынсене çара илсе кайма пуçланă. Вăл шутран – манăн аттене те.

Сăмах май, манăн атте – Степан Васильевич Бронюков (ялта ăна Тюба тесе чĕннĕ) Николай Николаевич Романовпа пĕрле вăрçа тухса кайнă. Ял çыннисем вĕсене ăсатнă май каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнма пехилленĕ. Анчах 1942 çулта Н.Романов пĕр çапăçура пуçне хуни çинчен яла хут килнĕ. Çак хыпара тăванĕсем мĕнле чăтса ирттернĕ-ши; Турра шĕкĕр, атте çак хаяр вăрçăран йĕркеллех таврăннă.

Манăн атте вăрçă çулĕпе утса чылай хула-районсене, Сталинграда нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă. Вăл каласа панă тăрăх, хамăр салтаксемпе пĕрле Керч, Сиваш юхан шывĕсем урлă ишсе каçнă. Артиллерист пулнă май, нимĕçсене пĕр шеллемесĕр çунтарнă. Каярахпа атте связистра тăрăшнă. Унта та йывăрлăхне сахал мар тÿссе ирттернĕ. Хаяр çапăçусенче темиçе хутчен те аманнă, сывлăха çирĕплетнĕ те хăйне каллех фронта яма ыйтнă. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Кенигсберг çывăхĕнчи пĕр тытăçура ăна сулахай алăран йывăр амантаççĕ. Вăл госпитале лекет. Кĕçех пирĕн салтаксем "нимĕçсен урине çапса хуçсан" атте киле çĕнтерÿпе хавхаланса таврăнать, мирлĕ ĕçе тытăнать.

Пирĕн атте ялти хисеплĕ çын пулнă. Ăна ырă кăмăлĕшĕн, çынна яланах пулăшма хатĕр пулнăшăн мухтатчĕç. Кирек мĕнле ĕçе те тиркесе тăмастчĕ. Атте чылай çул тăван колхозра ĕçлерĕ, ялти сутуçă та пулчĕ, ытти çĕрте те вăй хучĕ. Пире, виçĕ ачине, ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшрĕ. Анчах 1966 çулта кĕркунне атте вăрçă суранĕсене пула вилсе кайрĕ. Эпир,унăн чи çывăх çыннисем, аттепе мухтанатпăр. Аслă Çĕнтерÿре унăн тÿпи те пысăк тесе шутлатпăр. Шел те, фронтовикăн ĕмĕрĕ çав тери кĕске пулчĕ. Унăн ырă ятне эпир çÿлте тытăпăр.

А.БРОНЮКОВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика