АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.06.11 Чăваш пулнине пытармалла-ши?

РФ Правительствин йышăнăвĕпе 2010 çулхи Пĕтĕм халăх çыравĕ октябрь уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртмелле.

Конституципе килĕшÿллĕн халĕ паспортра тата ытти кирлĕ документсенче "национальность" текен йĕрке çук. Çапла вара, эпир пурăнакан çĕршывра, районта, хулара мĕнле йыш пурăннине халăх çыравĕ кăна палăртма пултарать. Анчах унăн ыйтăвĕн хуравне çыннăн сăмахĕ тăрăх кăна палăртаççĕ, çак хыпара ĕнентерме документ кирлĕ мар. Çырава хутшăнакан анкетăра хăйне кирек епле наци çынни пек те çырса яма пултарать. Паллах, курнăçланса е шÿтлесе чăвашсемех хăйсене "вырăс" е "могикан" тесе суйса палăртма пултараççĕ. Анчах тĕрĕссине калани аванрах пулĕ. Пирĕн халăх йышĕ пĕчĕкленесси пăлхантарать-çке! Ахаль те эпир ЮНЕСКО "пĕтекен халăх" тесе палăртнă йыша кĕтĕмĕр.

Патшалăх кашни çыннăн кăмăл туртăмне тивĕçтерме шантарать. Чи малтанах ку чĕлхене пырса тивет. Тăван чĕлхепе литературăна аталантарма, вĕрентме, телевиденипе кăтартма, радиопа янраттарма, пичетлеме мĕн чухлĕ укçа уйăрмаллине, тăкакламаллине патшалăхпа влаçăн хăш регионта мĕнле чĕлхепе калаçнине пĕлмелле.

Тăван чĕлхерен ютшăнни атте-аннене хисеплеменнипе танах. Вĕсем ачине чăвашла калаçма чунран вĕрентнĕ, çак чĕлхепе сăпка юрри юрланă, юмах каласа йăпатнă. Хăшĕсем вара унран пăрăнасшăн.

2002 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕпе Раççейре 1637094 чăваш пурăннă. Кăçалхи çырав хыççăн пирĕн халăх йышĕ татах пĕчĕкленĕ-ши; Мĕскĕнленсе хамăр чăваш пулнине пытарас марччĕ, пĕр иккĕленмесĕр те вăтанмасăр чăваш халăх пуласлăхĕшĕн сасă парасчĕ! Чăвашсене мĕн авалтан ĕçчен те сăпайлă халăх тенĕ, çĕршывĕпе, тĕнчипе пĕлекен мĕн чухлĕ ывăл-хĕр чăвашăн! Вăтанмалла мар, мухтанмалла пирĕн, хамăр хăш халăх çынни пулнине кирек ăçта та кăтартма пĕлмелле.

Паян Раççей çыннисем хăйсене пĕрлехи граждан нацийĕ пек туяççĕ, çав вăхăтрах хăйсен уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварма тăрăшаççĕ. Пирĕн те хамăра хисеплесе чăваш нацине сыхласа хăварасчĕ.

"Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ" тĕллевпе иртекен кăçалхи çыравра гражданин нацилĕхне хăй аллипе çырĕ, 14 çула çитмен ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ хуравлĕ. Кунта мана çакă пăшăрхантарать: иртнĕ çыравра пирĕн пата никам та килмен те, нимĕнле ыйту та паман та, пире пач та шута илмен-ши; Кăçал çыравçăсем пирĕн киле те кĕрсе тухсан, хам алăпах хам чăваш пулнине çырса ярайăп-ши;..

А.КАРПОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика