Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне районта ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленес ĕçсем епле пыни, халăх çинчен кăтартусем пухакан çырав персоналне вырнаçтарма тата çырав хучĕсемпе ытти документсене усрама пÿлĕмсем уйăрасси пирки, вăхăтлăх çырав ĕçченĕсене суйласси çинчен калаçу пычĕ. Ку ыйтусем çинче Чăвашстатăн районти специалисчĕсем Н.Чишкина тата Л.Тинехпейкина тĕплĕн чарăнса тăчĕç.
Кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче пулакан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне районта ирттерме хатĕрленес ĕç малалла пырать. 2009 çулта адрес хуçалăхĕсене, урамсен ячĕсене, çуртсен тата хваттерсен номерĕсене çĕнетес енĕпе пысăк калăпăшлă ĕç тунă. Ку тĕллевпе ял тăрăхĕсен бюджетĕнчен тата спонсорла пулăшу шучĕпе пурĕ 35000 тенкĕ тăкакланă. Пĕтĕмĕшле илсен ял тăрăхĕсем адрес хуçалăхне çĕнетес ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, çавна май районĕпе ку ĕç вĕçленнĕ. Калас пулать, уйăрнă укçа-тенкĕпе çуртсен номерĕсене, урамсен ячĕсемлĕ аншлагсене çĕнетнĕ.
Кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче районта халăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй, экономист тата ял тăрăхĕсен представителĕсем хутшăннипе вырăна тухса районти адрес хуçалăхĕн лару-тăрăвне тепĕр хут тĕрĕсленĕ. Пур ял тăрăхне те çитсе курнă, хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче çуртсен номерĕсене хапха çине вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕсене мĕн пур çитменлĕхсене ултă кун хушшинче пĕтерме хушнă.
Йĕркелÿ планне тăвасси çырава хатĕрленессин чи яваплă тапхăрĕ пулнă, мĕншĕн тесен вăл çыравăн тĕп докуменчĕ шутланать. Ăна йĕркелеме районта хатĕрлев ĕçĕсен чи малтан татса памалли задачăсене пурнăçланă: район чиккисемпе переченьне тĕрĕсленĕ; ялсен адрес хуçалăхĕн лару-тăрăвĕн инвентаризацине тунă, вĕсенче урамсен ячĕсене йĕркене кĕртнĕ, урамсен, çуртсен номерĕсен юрăхсăра тухнă кăтарткăчĕсене улăштарнă; пурăннă вырăнта çынсене регистрацилес тата учетран кăларас правилăсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Йĕркелÿ планне Чăвашстатра тата халăх çыравне районта ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче çирĕплетнĕ. Çапла вара, йĕркелÿ планĕпе килĕшÿллĕн 3 çырав, 13 инструктор, 6 стационар тата 50 шутлав участокĕсене йĕркеленĕ. Пĕр çырав участокĕ çине 400-450 çынпа танлашакан тиев лекет
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме районта пурĕ 84 çырав ĕçченĕ кирлĕ пулать. Халăх çинчен кăтартусем пухакан çырав персоналне, вĕсем валли тата çырав хучĕсемпе ытти документсене усрама пÿлĕмсем суйланă, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ку енĕпе канашланă.
Çыравччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Çак мероприятие хатĕрленме тивĕç мĕн пур органсен вăйсене пĕрлештермелле, яваплăха туйса ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмалла.
А.ОРИНОВА.