АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.06.30 Çĕнтерĕве тыл ĕçченĕсем те туптанă

Çĕршыв Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине паллă турĕ. Çак кун пирĕн çĕршыври уявсенчен чи пĕлтерĕшли шутланать. Истори урокĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă материалсемпе паллашатпăр. "Тыл ĕçченĕсем Аттелĕх вăрçи çулĕсенче" темăна вара кăшт кăна хускатса илетпĕр. Мана ку тема кăсăклантарчĕ, çавăнпа та унпа материал çырма шут тытрăм.

Вăрçă Питĕркасси ял тăрăхне те пырса тивнĕ. Паянхи кун ку тăрăхра пурăнакан тыл ĕçченĕсем 43 çын çеç юлнă, Кÿпеш ялĕпе вара – саккăр. Вĕсем: А.Иванова, Ю.Кириллова, Е.Мазуркина, Е.Макарова, М.Макарова, В.Мулаев, Ф.Огоньков, О.Михопарова. Вĕсемпе эпĕ тĕл пулса хаяр вăрçă çинчен сăмах хускатрăм. Акă мĕн каласа пачĕç вĕсем.

Анастасия Семеновна Иванова 1930 çулта çуралнă. Вăрçă пуçлансан тăшманпа кĕрешме килтен ашшĕ тата 3 пиччĕшĕ тухса кайнă. Юнлă вăрçă хирĕнчен икĕ пиччĕшĕн таврăнма тÿр килмен. Вăрçă пулман пулсан Анастасия Семеновна сентябрь уйăхĕнче пĕлÿ тĕнчине сукмак такăрлатĕччĕ, анчах та хĕр ачан 11 çултах колхозра ĕçлеме тивнĕ. "Вăхăта ытларах вăрманта е уйра ирттерме тиветчĕ. Кÿлленчĕкри таса мар шывах ĕçсе пурăнма лекетчĕ. Яланах хырăм выççине туяттăм", – аса илет халĕ иртнине тыл ĕçченĕ.

Халĕ ватă 80 çулта. Вăл, куççуле чараймасăр, хăйне панă юбилей медалĕсене мана кăтартрĕ.

Фрол Петрович Огоньков 1932 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Тăхăр çулта чухнех колхоз ĕçне хутшăннă. "Выççине те, сиввине те тÿснĕ, халĕ лайăх пурăнатпăр", – сăмахлать тыл ĕçченĕ. Иртнĕ вăхăт асаплă пулнăран ун пирки аса илесшĕн те мар вăл. Юрать, унăн чунне амантмăпăр.

Юлия Яковлевна Кириллова вăрçă пуçланнă çул 16 çулта пулнă. Унăн Çĕмĕрле хулинче чукун çул тунă çĕрте ĕçлеме тивнĕ. Ирхи сакăр сехетрен тытăнса каçхи сакăр сехетчен тимленĕ: çĕр турттарнă. Çавăн пекех Ю.Кириллова пуйăссем валли вутă хатĕрленĕ çĕрте те тăрăшнă. Пĕр çемье патĕнче пурăннă вăл. Вĕсен çурта хутса ăшăтма вутă та пулман. Юлия Яковлевна ăшăнас тесе ĕçрен вутă вăрланă.

"Вăрçă пуçланнă кун йĕтем çинче ĕçлеттĕм. Радиопа тăшман тапăнса кĕнине пĕлтерсен пурте ĕçлеме чарăнчĕç", – каласа пачĕ Владимир Петрович Мулаев. Арçынсене, çав йышра аттене те, вăрçа илсе кайрĕç. 1942 çулта вăл каялла урасăр таврăнчĕ.

Мария Васильевна Макарова та вăл вăхăтсенче нуши-тертне сахал мар курнă. Çимелли çăкăр татки те пулманнине аса илет вăл. Йывăр ĕçре нумай пиçĕхме тивнĕ хĕрарăма. Вăрçă вăхăтĕнче пур ĕç те йăлт хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ вĕт-ха.

Манăн ентешсем çĕнтерÿшĕн тылра та пĕтĕм вăй-халне парса ĕçленишĕн мăнаçланатăп. Манпа тантăш е кĕçĕнрех ачасем пур йывăрлăха та тÿсме пултарнинчен тĕлĕнетĕп. Вĕсен выçлăхра та ĕçлеме вăйĕсем ăçтан тупăннă-ши; Вăрçă ачисем. Çак материала сире халаллатăп.

Питĕркасси шкулĕнчи А.ФАДЕЕВА вĕрентекен ертсе пынипе О.МИХОПАРОВА вĕренекен хатĕрленĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика