Хаяр вăрçă çулĕсенче никама та çăмăл килмен: салтаксем çĕнтерĕве çывхартассишĕн фронтра юн тăкнă, тыл ĕçченĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр ял хуçалăхĕнче тар юхтарса ĕçленĕ. Анат Чутайра пурăнакан Анна Ефимовна Мырочкина та вăрçă çулĕсене куççульленмесĕр аса илеймест. Ылханлă вăрçăра пĕр тăван тăватă пиччĕшĕ пуç хунă тата юратнă мăшăрĕ тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса вилнĕ. Апла пулин те асап-тертне, хура-шурне чылай тÿссе ирттернĕ хĕрарăм хуçăлман. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе тăван хуçалăхра ĕçленĕ, икĕ ывăлне ура çине тăратассишĕн, çын пулма вĕрентессишĕн тăрăшса вăхăт чуппине те сисмен. Паян вăл 89 çулта.
Анна Ефимовна Атнар ял тăрăхне кĕрекен Урикассинче çуралнă. Ачалăхĕ ун телейлĕ иртнĕ теме çук. Пилĕк çулта чухне амăшĕ вилнĕ. Тăватă ывăлпа икĕ хĕре ашшĕ пăхса ÿстернĕ, çын тунă. Амăшĕн ăшшине туйса-курса çитĕнеймен ачасем ирех ĕçе хăнăхнă. Колхозра вара ĕçĕ пайтах пулнă. Халĕ мĕн пур ĕçе техника пурнăçлать.
– Ырă кăмăллă, ăшă чунлă çынсем пирĕн хушăра пулни йывăрлăхра ÿкме памарĕ. Выçлăхне те тÿссе ирттертĕмĕр, вăрçă çулĕсене те чăтрăмăр. Эпир ача чухне тăраниччен çăкăр та çисе курман. Халĕ вара ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнатпăр. Сĕтел çинче мĕн çиес килни пурте пур. Туянас тесен лавккасенче йăлтах çителĕклĕ. Халĕ маншăн йăлт тĕлĕнмелле пек. Çапах та хам тăлăххăн ÿснĕшĕн, "анне" сăмаха каласа курайманшăн, качча кайсан та упăшка тĕрекне туяйманшăн, тулли çемьепе пурăнса курайманшăн паян та чун-чĕре хытах ыратать. Ачасем ашшĕн чĕр куççийĕ çине ларса та кураймарĕç-çке. Ĕмĕрĕпех вĕсен телейĕшĕн ĕçлесе пурăнтăм, урăх çемье çавăрас темерĕм. Упăшкапа пĕрле пурăннă кĕске саманта, ун сăнарне паянхи кун та манаймастăп. Телейĕм ытла кĕске пулчĕ-çке, – куççуль витĕр сăмахларĕ салтак арăмĕ.
Чăн та, тăлăх хĕрарăма пурнăçа йĕркелесе пыма çăмăл килмен паллах. Вăл нушалана-нушалана кил-çурт çĕкленĕ, ачи-пăчине ÿстернĕ. Вăл анчах-и? Темиçе çул каялла кĕçĕн ывăлĕн арăмне пытарнă, каярах чун тĕпренчĕкĕ те çĕре кĕнĕ. Мăнукĕсем пысăк ĕнтĕ халĕ. Анна кинемей вĕсемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те. Асламăшне хисеплеççĕ, килсе пулăшсах тăраççĕ. Çуллахи вăхăтра Ленинградран Гена ывăлĕ пăхма килет. Çывăх çынсем хăйне манманни хавхалантарать те ватă кинемее.
Тĕрĕссипе, Анна аппа 90 çула çитсе пырать тесе калаймăн. Çан-çурăмĕ тĕреклĕ, алла туя тытсах каймасть-ха. Район хаçатне кашни çулах çырăнса илет. Çулĕпе ватă пулин те кил-çурта таса тытать, пахчари ĕçсене те майĕпен пурнăçлать. Пÿрте кĕрсенех куçа алăпа çыхнă илемлĕ вырăн çи виттийĕсем, тĕрленĕ ал шăллисем илĕртеççĕ.
– Анна Ефимовна, ку япаласене хăвăрах ăсталанă пулĕ, питĕ çыпăçуллă? – ыйтрăм илеме ытараймасăр. – Çамрăкрах, вăй-хал çирĕп чухне пушă вăхăта алă ĕçĕпе ирттереттĕм. Ик алăра ĕç пулсан вăхăт иртни сисĕнмест, пурăнас килет, хуйхă-суйхă сирĕлет, – тет ветеран.
Л.Шивиркина