Хальхи вăхăтра вĕрентÿ тытăмĕ пысăк хăвăртлăхпа çĕнелсе улшăнса пырать. Районта та çаплах-ши? Иккĕлентерет. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче вĕрентÿпе çыхăннă палăрмалла ырă улшăнусем курăнсах каймарĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарнине шута илсе райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Р.А.Максимовапа тĕл пултăмăр. Римма Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Хăмарккари, Пантьăкри тата Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕсем кăна юсав ĕçĕсене туса пĕтернĕ. Ыттисем мĕн кĕтсе лараççĕ-ши? Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнакан комисси августăн 3-мĕшĕнчен тытăнса 5-мĕшĕччен ĕçлет вĕт-ха. Вăхăт сахал юлчĕ. Яланах ашшĕ-амăшĕнчен пухнă укçапа юсав ĕçĕсем ирттернипе мала каяймăн. Юрать, ку укçапа пĕчĕк юсав ĕçĕсене çулсерен туса пыркалаççĕ тейĕпĕр. Анчах шкулсен çи виттийĕсене çĕнетесси, капиталлă юсав ĕçĕсене ирттересси... пирки камăн шутламалла? Ку камăн тивĕçĕ?! Акă, тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çурчĕн кирпĕчĕсем туха-туха ÿкеççĕ, çавна май кунта çурт йĕри-тавра (авариллĕ лару-тăру пулнине пĕлтерсе-ши?) хăюпа тытса тухнă. Пантьăкри пуçламăш шкул-ача садĕнче, юсав ĕçĕсем пĕтнĕ тесе пĕлтереççĕ пулин те, çурт çи виттинчен шыв каять. Мишеркассинчи тĕп шкулта та çакăн пек лару-тăрăвах.
Роспотребнадзор ыйтнипе пур вĕренÿ учрежденийĕсенче те нушниксем шкул çуртĕнче пулмалла. Пирĕн районта вара ку йĕркене Атнарти, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулсенче кăна пăхăнаççĕ. Сăмахран, районти чи пысăк Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче те паянхи куна виçĕ хутлă çуртра та нушник валли пĕр кĕтес тупăнайман. Ачасен ку тĕллевпе урама чупма тивет. Çавăн пекех çакна палăртмалла. Пур шкулта та медицина пÿлĕмĕсем пулмалла. Анчах та хальлĕхе Хĕрлĕ Чутайри, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулсенче, Пантьăкри пуçламăш шкул-ача садĕнче кăна уйăрнă пÿлĕме ятарлă оборудовани вырнаçтарнă. Ытти шкулсем валли ку ыйтупа укçа-тенкĕ çитмест иккен.
Юлашки çулсенче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче вĕрентÿ процесне икĕ сменăпа йĕркелесе пыраççĕ. Çакă уйрăмах кĕçĕн классенче ăс пухакан вĕренекенсен ашшĕ-амăшне вуçех килĕшмест, мĕншĕн тесен пĕчĕк шăпăрлансем кĕркуннепе хĕлле килĕсене каç пулсан кăна таврăнаççĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул çумне хушма çурт çĕклеме темиçе çул сăмахпа шантарса пурăнчĕç пулин те пăр вырăнтан та тапранаймарĕ. Кăçал та 3-4, 7-8 класс ачисен иккĕмĕш сменăра вĕренсе нушаланма тивет. Ку çивĕч ыйтăва хăçан татса парĕç-ши;
Çÿлерех асăннă мĕн пур тĕслĕх районти вĕрентÿ тытăмĕ ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçĕн пахалăхне лайăхлатмалли çултан пăрăннине пĕлтермест-ши? Мĕншĕн пирĕн районта вăл пĕр вырăнта тăпăртатса тăрать, малалла каяймасть? Çакна ахальтен мар 2007 çулта района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова килсен çирĕппĕнех палăртнăччĕ. Вăл ун чухне пирĕн районта РФ тата ЧР Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçекен шкулсем пулманнине пăшăрханса каланăччĕ. Унтанпа виçĕ çул иртрĕ пулин те ку енĕпе улшăнусем пулни сисĕнмест. Юрать-ха, шкулсенче малалла ăнтăлакан, вĕрентÿ процесне çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшакан учительсем пур. Çулсеренех вĕсем шкул тата район чысне май пур таран çĕклеççĕ. Малашне вара учительсем кăна мар, шкулсем те тĕрлĕ грант çĕнсе илессе шанса лармалли кăна юлать. Пурăнăпăр, курăпăр.
Н.ИВАНОВА.