АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.07.24 Вăрçă вучĕ витĕр тухнă

Николай Ефимович Удиков – манăн виççĕмĕш сыпăкри пичче. Вăл 1917 çулта Ишеккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1940 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 1946 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕчченех Хĕрлĕ Çарта пулнă, çав шутран вăрçăра – пĕрремĕш кунтан пуçласа мĕн вĕçленичченех. Демобилизаци хыççăн юридици шкулне пĕтерет те Шупашкарта халăх судйинче ĕçлет. Унтан Николай Ефимовича Чăваш АССР-ĕн юстици министрĕн çумĕ пулма шанаççĕ. 1957 çулта Юстици министерствине пĕтерсе хурсан ЧАССР Шалти ĕçсен министерствин аппаратне ĕçлеме куçать. 1973 çулта тивĕçлĕ канăва тухать. Пичче 2008 çулта пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Виличчен пĕр эрне малтан ăна полковник званине панă.

Эпĕ вулакансене Н.Е.Удиковăн вăрçă çулĕсемпе çыхăннă аса илĕвĕсемпе паллаштарасшăн.

«Манăн Турă мана сыхлать», – теççĕ халăхра. Эпĕ Турра ĕненместĕп, çавăнпа та мана кам сыхланине пĕлместĕп. Анчах та вăрçăра та, ун хыççăн та мана пĕрре кăна мар вилĕмпе куçа-куçăн тăма тиврĕ, çав-çавах чĕрĕ-сывă юлтăм. Апла пулсан мана мĕн те пулин сыхланах. Хамăн пурнăçра эпĕ пирус туртман, эрехпе туслă пулман. Тен, çакă та мана сыхланă.

Вăрçă пуçламăшĕнче манăн служба батальон штабĕ çумĕнче иртрĕ, унтан хими хÿтĕлев полкĕн взвод командирĕ пултăм. Анчах та çакă эпĕ хăрушлăхран аякра çÿренине пĕлтермест.

Пĕрремĕш çапăçăва эпĕ 1941 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче 18-мĕш танк дивизийĕн мотострелковăй полк йышĕнче хутшăнтăм. Вăрçă вăхăтĕнче виçĕ хут амантăм, тифпа та чирлерĕм, контузи те пулчĕ. Çапăçусене те нумай хутшăнтăм, юлташсене те çухатрăм.

1941 çулта Витебск облаçĕнчи Сенно хули патĕнче нимĕçсен танкĕсемпе мотопехотине хирĕç пынă çапăçура куç умĕнчех пĕр боец мина çинче сирпĕнчĕ, теприне пулемет персе ураран ÿкерчĕ. Эпĕ вара чĕрех юлтăм (мана Турриех сыхланă пуль!)

Вăрçăра хăрушă та вилĕме çывхартма пултарнă самантсем чылай пулчĕç. Акă пĕррехинче Белоруссинче тăшмансенчен чакса пирĕн пĕр хулана пырса кĕме тиврĕ. Пĕр-ик кунтан эпир хулан хĕвел анăç пайĕнче танксен пысăках мар ушкăнне куртăмăр. Батальон штабĕн начальникĕ Е.Ведерников мана тата А.Альперович штаб писарьне çав танксем камăн пулнине пĕлсе килме хушрĕ. Танксен люкĕсем уçăччĕ, вĕсемпе юнашар хĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк ялавсем вĕлкĕшетчĕç. Çавăнпа та эпир ку танксем хамăрăннисен пулĕ тесе хăрамасăрах утрăмăр. Альперович манран кăшт маларах та сылтăмарах утса пыратчĕ. Танксем патне çитиччен 150-200 метр юлсан пенĕ сас илтĕнчĕ те... штаб писарĕнчен тум тир çĕтĕкĕ çеç юлчĕ. Эпĕ выртрăм та инçех мар ларакан сарай хыçне шуса çитсе пытантăм. Çакна пула чĕрĕ юлтăм. Тем вăхăтран каялла таврăнса штаб начальникне мĕн пулса иртнине каласа патăм. Часах "мессершмитсем" вĕçсе килсе хула çине бомбăсем тăкма пуçларĕç. Нимĕçсен танкĕсемпе пехоти те тапăнса кĕчĕç. Эпир хулана пырса кĕнĕ çула та нимĕçсем йышăннине пĕлтĕмĕр. Çак йывăр та хăрушă лару-тăрура пирĕн ротăсем чакма пуçларĕç (çакăн пек тума хушу пулнă-и – пĕлместĕп). Эпир йĕпе çаран урлă, тĕмсем хыçĕсемпе чакатпăр, çул çинчен вара пире хĕрлĕармеецсен формине тăхăннă фашистсем пулеметсенчен "шăвараççĕ". Пĕр аслă лейтенанта йывăр амантрĕç те вăл çавăнтах перĕнсе вилчĕ. Вилекенсем татах та нумай пулчĕç. Мана та сулахай чĕр куççирен амантрĕç. Сурана мĕнле май килнĕ, çапла çыхса ячĕç. Малтанласа хамах утрăм. Кайран юлташсем пулăшрĕç. Тем вăхăтран эпир хамăрăннисем патне çитрĕмĕр. Кунтан аманнисене машинăсемпе вăрманта вырнаçнă госпитале ăсатрĕç...»

Вăрçăра кăтартнă паттăрлăхшăн Н.Е.Удикова "Хĕрлĕ çăлтăр" тата Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн", икĕ "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ытти медальсемпе наградăланă.

А.УДИКОВА, Ишеккасси ялĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика