Вăрçă вăхăтĕнчи хĕрсем, хĕрарăмсем... Мĕн кăна чăтман-ши вĕсем? Каччăсем, вăй питти арçынсем вăрçăра çапăçнă. Хуйхи-суйхи пулсан та, ял çынни пуçне усман, çĕнтерĕве тылра туптанă.
Трапай ялĕнче пурăнакан Мария Васильевна Шорникован пурнăç тути-масине самаях тутанма тивнĕ. 1930-мĕш çулсенче вĕсен ашшĕне (хĕр Кÿпешре çуралнă) кулак тесе айăпласа тĕрмене ăсатнă. Унтан вăл таврăнайман. Амăшĕ виçĕ хĕрпе пĕр ывăла пĕчченех ура çине тăратнă. Мария Васильевна çемьере чи аслă ача пулнăран йывăрлăхне самаях курнă. Вĕсене кулак çемйи тесе айăпланăран ашшĕ пухнă тупрана веçех туртса илнĕ, килсĕр-çуртсăр хăварнă.
– Пирĕн çемье пĕр самантра нимсĕр тăрса юлчĕ. Анне татăлса йĕретчĕ. Ăна курсан пирĕн куçсенче те куççуль типместчĕ. Юрать, пире ял çыннисем хĕрхенсе хăйсем патне кĕртсе усрарĕç, çимелли пачĕç. Кăштахран аннепе маçак пĕчĕк пÿрт майлаштарса лартрĕç. Тинех эпир те пÿртлĕ пултăмăр. Çемье валли çăкăр пултăр тесе колхоз ĕçĕнчен юлмарăмăр. 16 çул тултарсан фермăна ĕне сума вырнаçрăм, каярахпа сурăхсем пăхрăм. Вăрçă çулĕсенче арçын ĕçне те самаях хутшăнтăм. Тылра пульăсем шăхăрман, снарядсем шартлатса çурăлман пулсан та пĕрре те çăмăл пулман. Ĕç кунĕшĕн тăрăшаттăмăр. "Пурте фронтшăн, пурте çĕнтерÿшĕн!" йыхравпа ĕçлеттĕмĕр, – куççульне шăла-шăла каласа пачĕ 87 çулхи кинемей.
М.В.Шорникова хăй ĕмĕрĕнчи йывăр чăнлăха манаймасть, куççульленмесĕр чăтаймасть. Мĕн тăвăн, шăпа çапла пÿрнĕ пулĕ.
Хĕр шутне кĕрсен Марье аппа Трапай каччипе, Ваньккапа, паллашать. Мăшăрланаççĕ. Телейлĕ пурăнаççĕ Шорниковсем. Иккĕшĕ те тăван колхозра тимлеме пуçлаççĕ. Шел те, вĕсен çемйине "çĕнĕ кайăк" вĕçсе кĕреймен. Пĕр йăмăкĕ ача çуратнă чух вилнĕ, пĕчĕк Нинука вара Марье аппа хăй хÿттине илнĕ. Ăна хĕр пĕрчи "анне" тет. Шорниковсем ăна мĕн пур чун юратăвне парса ÿстернĕ, çын тунă. Халĕ хĕр хăй те çемьеллĕ, хулара пурăнать. Куç шăрçине упранă пек пăхса çитĕнтернĕ хĕр юратнă амăшне манмасть, килсех тăрать. Шел те, ашшĕ 20 çул каяллах çĕре кĕнĕ.
Тăхăр теçеткене çитсе пыракан кинемейĕн сывлăхĕ çирĕп-ха. Халĕ те чăх-чĕп, качакасем тытать. Ĕне те пĕлтĕрччен пулнă. Пахчари курăка та пĕчченех çулса илет вăл. Ĕçре чун канăçне курать.
Л.ШИВИРКИНА.