2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕччен – вăл кăçалхи октябрь уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет – нумай юлмарĕ. Çĕршывра пурăнакансен йышĕ пирки кăтарту пухас ĕçе Чăвашстат хастар хатĕрленет. Çырава ирттерес тĕллевпе пĕтĕм республика территорине участоксем çине
пайланă. Пурĕ 200 çырав, 799 инструктор, 3195 шутлав тата 627 стационар участокĕ туса хунă. Çырав ĕçне 5570 вăхăтлăх ĕçлекен хутшăнĕ.
Çырав ирттерме ятарлă пÿлĕмсем тупса хатĕрлес ĕç те вĕçленсе пырать. Вĕсене пурне те пурлăхпа техника енчен, хуралпа тивĕçтерĕç.
Çак кунсенче Чăвашстата пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерекенсем валли 10 килограмм бланк вырнаçмалăх портфельсем, удостоверенисем тата РФ Правительстви çирĕплетнĕ çырав хучĕсен бланкĕсем çитнĕ. Вĕсем çутă персик тĕслĕ, ятарлă хÿтлĕхлĕ. Пурĕ виçĕ формăллă çырав хучĕсемпе усă курĕç: Л,П,В. Раççейре яланлăхах пурăнакансемшĕн çыравçă Л тата П формăсене тултарĕ. Л формăра пурĕ 25 ыйту: çын хĕрарăм е арçын, миçе çулта, çемьеллĕ е çемьесĕр, миçе ачаллă пулни, мĕнле пĕлÿ илни, хăш нацие кĕни, мĕнле чĕлхесем пĕлни, ăçта ĕçлени, ăçтан куçса килни... Иккĕмĕш хутпа килĕшÿллĕн (П форма) ăçта пурăннине, пурăнмалли условисем епле шайра пулнине ыйтса пĕлĕç.
Пирĕн çĕршывра вăхăтлăх пурăнакансем валли (çулталăка яхăн) В форма пăхса хунă. Кунта пурĕ çичĕ ыйту кăна. Çак çынсем пирĕн пата ăçтан килнине, вĕсен пĕрмай пурăнакан вырăнĕ ăçта пулнине, пирĕн çĕршыва мĕнле тĕллевпе килнине ыйтса пĕлеççĕ.
Чылайăшне çакă кăсăклантарать: 2010 çулхи перепись ыйтăвĕсем 2002 çулхинчен уйрăлса тăраççĕ-и; Паллах, уйрăмлăхсем те, улшăнусем те пур. Акă çын çемьесĕр е çемьеллĕ пулни çинчен калакан ыйтура "уйрăлнă" тата "официаллă уйрăлнă" тесе ăнлантарни пур. Аслă пĕлÿ çинчен калакан ыйтура бакалаврпа магистр дипломĕ пуррипе çукки çинчен, ученăй степень çинчен калани пур. Çавăн пекех тăван чĕлхе çинчен те ыйтнă (2002 çулта пулман).
Статистсемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри вăл – тупăш çинчен. Паллах, эсир мĕн чухлĕ ĕçлесе илни çинчен никам та ыйтмĕ. Мĕнле тупăшпа пурăнни интереслентерет: ĕç укçипе, хушма хуçалăх пулăшăвĕпе, стипенди, пенси, пособи укçипе, пурлăха тара панипе тата ытти те. Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш ачине хăçан çуратнине ыйтĕç. Çĕршывра илтмен тата калаçайман çынсем нумаййине шута илсе "алăсене вылятса калаçатăп" текен пункт пур.
Пурăнмалли условисем çинчен калакан формăра эсир Интернетпа, телевиденипе усă курни тата санитарипе гигиена условийĕсем çинчен ыйтни пур.
Çыравçă сирĕнпе пĕтĕмĕшле 15 минута яхăн калаçĕ. Ыйтусем çине хуравланă чух нимĕнле документ та кăтартмалла мар, эсир мĕнле хурав паратăр – çавна çырса хураççĕ.
Çырав ыйтăвĕсем çине хуравсем пама хăрамалла мар, мĕншĕн тесен пур сведени те конфиденциаллă. Сирĕн хуравсене урăх никам та пĕлеймĕ. Çав-çав хваттерте ак çак национальноçлĕ çын пурăнать, вăл çавăн чухлĕ укçа ĕçлесе илет тесе никам та калаймĕ. Çакна та пĕлмелле: çырав ирттерекенсене хÿтлĕхпе тивĕçтернĕ удостоверени (ку документ паспортпа пĕрле кăтартсан кăна вăйра тăрать), "Патшалăх статистикин федераллă служби" тесе çырнă ятарлă портфель тата çырав логотиплĕ шарф параççĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнасси кашнин обществăлла тивĕçĕ шутланать. Çак мероприятийĕн тĕп принципĕ – халăх шанни.
Енчен те кам та пулин çыравçăсене килне кĕртесшĕнех мар пулсан вĕсен стационар участокне кайса хăйсем çинчен каласа кăтартма май пур. Çавăн пекех "вĕри телефон линийĕ" те ĕçлĕ. Çырав пуçланас умĕн стационар участокĕсен адресĕсене тата телефон номерĕсене массăллă информаци хатĕрĕсем, Интернет тата ятарлă стендсем урлă пĕлме пулĕ.
Росстат сайтĕнче «2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ» портал пур. Унăн адресĕ: www.perepis-2010.ru. Çĕнĕ хыпарсемпе тĕрлĕ информацие çавăн пекех Чăвашстат сайтĕнче те (shuvash.gks.ru) пĕлме пулать.
Е.ПЕТРОВА, Чăвашстат уйрăмĕн начальникĕ.