Ялăн ят сумне унăн пултаруллă та ĕçчен çыннисем, сăн-питне çутă та йăмраллă анлă урамĕсенчи йывăç çуртсемпе килĕшÿллĕн пĕлĕтелле кармашăнса ларакан кирпĕч çурчĕсем, сад пахчисемпе пĕвисем илем кÿреççĕ. Çавăн пек ялсенчен пĕри шутланать те Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк районĕсен чиккинче вырнаçнă Тури Çĕрпÿкасси. Уйрăммăнах унăн кăнтăр енчи пуçĕнче ларакан пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулăн пĕр хутлă кирпĕч çурчĕ куçа илĕртсе ларать. Çур гектар йышăнакан улма-çырла сачĕ çав илеме татах та вăйлатать. Шкул ял-йыш пурнăçĕн шăнăрĕ шутланать те ĕнтĕ.
1918 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче уçăлнă шкулăн, ун чухне пуçламăш, пĕрремĕш учителĕ тата заведующийĕ çак ял каччиех Павел Николаевич Никитин (1895-1958) пулнă. Шкулăн кун-çулĕ пархатарлă. Унăн тивĕçлĕ хисепне туптакансем – вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем. Вĕсемех шкул историне çыраканĕсем. Кĕскен те пулин вулакансене 65 çул каялла тылра, ялти шкулта ĕçленĕ, çавăн пекех фронтра çапăçса пуçĕсене хунă тата вăрçă вутĕнчен чĕррĕн тухма пÿрнĕ паттăр вĕрентекенсем çинчен каласа парасшăн.
1940 çулхи август уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа шкул заведующийĕн тилхепине Сергей Егорович Степкин, Сĕнтĕкçырми ялĕнчен тухнă вĕрентекен, тытса пынă. Анчах та мирлĕ çĕршывăн пултаруллă ĕçне вăрçă татать. Фашистла Германие çĕнтерес ĕçре салтак шинельне тăхăннă вĕрентекенсемпе пĕрлех вĕсен тылри хĕр тус-тантăшĕсен тÿпи те калама çук пысăк.
Кунта вăрçăччен С.Е.Степкин, М.М.Яшин, П.Н.Никитин, Г.П.Синичкин, Г.Г.Устинов вĕрентекенсем ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансанах Сергей Егоровичпа Павел Николаевич вăрçа тухса каяççĕ. Вара 1941 çулхи август уйăхĕн 8-мĕшĕнчен Сĕнтĕкçырми шкулĕн ертÿçи пулса Михаил Миронович Яшин ĕçлеме пуçлать. С.Е.Степкинпа М.М.Яшин вăрçăран хăйсен килĕсене таврăнайман. Вăрçă хыççăн вĕсен çемйисем Красноярск крайне куçса кайнă.
Унччен малтан – 1939 çулта – Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Герман Петрович Синичкина (1917ç.) Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Анчах вăл та Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен, 1942 çулта аякри вăрçă хирĕнче пуçне хунă. 1942 çулхи февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче Григорий Гаврилович Устинова (1899-1949) та çемйи, тăванĕсем фронта ăсатаççĕ. Çав çулах М.М.Яшина та Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Шкул ертÿçисĕр тата вĕрентекенĕсемсĕр тăрса юлать. Çавна шута илсе Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвкомĕн çут ĕç пайĕ Мишеркасси ял хĕрне Антонина Ивановна Лукинана (1923 ç.) март уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче Тури Çĕрпÿкассинчи шкула ĕçлеме ярать. Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн вăл 1943 çулхи октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. 1945 çулхи август уйăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕн, "Германие çĕнтернĕшĕн» медалĕн кавалерĕ тăван ялне таврăнать. Хальхи вăхăтра Антонина Ивановна Утаркасси ялĕнче пурăнать.
Л.Медведев