РФ Правительствин 2009 çулхи декабрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне октябрь уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Унччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие мĕнле хатĕрленнипе Чăвашстатăн районти специалисчĕ Наталья Чишкина паллаштарать.
– Наталья Викторовна, çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятире уйрăммăн çырăнса юлни кашни çынна мĕнпе савăнтарать?
– Çырав – статистикăн йăлана кĕнĕ процедури. Çав хушăрах политикăпа мар, хуçалăхпа çыхăннăскер. Вăл халăхăн социаллă-демографи, экономика тата наци сăнлавĕ çинчен тĕрĕс кăтарту илме кирлĕ. Унта хутшăнса кашни çын хăй пирки пĕлтерет, апла-тăк хăйĕн халăхĕн ушкăнĕн пурнăçне пырса тивекен социаллă программăсене малашлăх валли хатĕрлеме тÿрремĕнех хутшăнать. Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем правительствăна тухăçлă ĕçлеме, социаллă политикăна тĕрĕс йĕркелеме пулăшаççĕ.
– Çырава кам хутшăнать?
– Раççей Федерацийĕн территорийĕнче яланлăх пурăнакан пĕтĕм халăх, гражданлăха пăхмасăр. Çав шута вăхăтлăх тухса кайнисем те кĕреççĕ. Çапкаланса çÿрекенсене – яланлăх пурăнма вырăн çуккисене те – çырса тухаççĕ.
– Çырава хутшăнмаллах-и вара?
– Вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн унта хутшăнасси çыннăн тата гражданинăн общество тивĕçĕ шутланать. Çыравран пăрăнманни – çын хăй обществăн пĕр пайĕ иккенне, ун пирки пухнă информаци пĕлтерĕшлине чунпа-юнпа туйни. Халăха шанни вара тĕрĕс хурав илме май парать.
–Халăх çинчен хыпар пухма тытăнмалли самант 2010 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче 0 сехетре пуçланать. Енчен те ача çырав ирттернĕ тапхăрта çуралчĕ-тĕк ăна епле шута илмелле?
– Шăпах çак вăхăтра çĕршыв халăхĕн "сăнне" ÿкереççĕ те. Ача октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче 0 сехет хыççăн çут тĕнчене килес-тĕк ун ячĕпе çырав хучĕ йĕркелемеççĕ. 2010 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче 0 сехет тĕлне чĕрĕ пулнă çын вилсен вара ун пирки кăтартусене ĕçлĕ хута кĕртеççĕ. Ахальтен мар çыравçă хваттере е çурта пырса кĕрсенех ыйтăма çапла пуçлать: "2010 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет тĕлне пÿлĕмре кам пурăннă?"
– Çыравçă ыйтăма талăкăн хăш вăхăтĕнче ирттерет?
– Çыравçă валли виçе çирĕплетнĕ: 12 кунра унăн 400 çын пирки кăтарту пухмалла. Ĕç кунне вăл ирхине 8 сехетре пуçăнать. Ĕçлесси вара – тĕрлĕрен. Ĕçлекен граждансенчен вĕсем киле таврăнсан кăна ыйтма май килет вĕт е канмалли кунсенче.
– Енчен те çыравçă пырсан хваттер алăкне уçмасан...
– Кун пек чухне граждансем стационар участокне пырса çырава хутшăнма пултараççĕ. Кăткăс лару-тăрăва лекнĕ инвалидсем, чирлисем тата аслă ăру çыннисем çырав участокĕсене телефонпа шăнкăравласа хăйсем пирки пĕлтереççĕ.
– Çырав вăхăтĕнче милици тата вăй тытăмĕпе усă кураççĕ-и?
– Милици çырав участокĕсене тата, кирлĕ пулсан, çыравçăсене хÿтĕлет кăна. Унăн та, вăй тытăмĕн те урăх функци çук.
Шалти ĕçсен органĕсем теветкеллĕх тĕлĕшĕнчен шанчăксăр тесе шутлакан çуртсемпе хваттерсене çитсе килмешкĕн çыравçăсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме милицин участокри инспекторĕн пулăшăвĕ кирлĕ пулма пултарать.
– Çыравçăна мĕнле уйăрса илмелле?
– Хăйпе пĕрле унăн хÿтлĕхĕн темиçе степенĕпе тивĕçтернĕ ятарлă удостоверени пулмалла. Паспортпа пĕрле кăтартсан кăна вăл вăйра тăрать. Çыравçа хăйне евĕрлĕ экипировкăпа – логотиплă портфельпе, кепкăпа е шарфпа, хунарпа, шăхличпе тивĕçтереççĕ.
– Çемьери ытти çыншăн пĕри хуравлама пултарать-и?
– Саккун çакна хирĕçлемест. Енчен те килтисенчен хăшĕ те пулин вăхăтлăх çук- тăк уншăн тăванĕсем, нацилĕхпе çыхăннă ыйтусăр пуçне, хуравлаççĕ. Тĕрĕс калама пултараймаççĕ-тĕк çыравçă тепĕр хут килесси пирки калаçса татăлмалла.
– Суя хыпар панăшăн граждансене явап тыттараççĕ-и?
– Çырав хучĕн ыйтăвĕсен хуравне çыннăн сăмахĕ тăрăх кăна палăртаççĕ – ку вăл Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕн тĕп принципĕсенчен пĕри. Эсир пĕлтерекен хыпара ĕнентерме документ кирлĕ мар. Суя хуравсем, пирĕн шухăшпа, нумаях пулассăн туйăнмасть – чылайăшĕ хăй пирки тĕрĕссине пĕлтерет. Чăн та, уйрăм пăтăрмаха сиреймĕн. Тĕслĕхрен, 2002 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕ тăрăх Раççейре çемьеллĕ хĕрарăмсен йышĕ авланнă арçынсенчен 10 процент нумайрах пулнă пек курăнать.
– Халăхран мĕнле чĕлхепе ыйтса пĕлеççĕ?
– Вырăнти халăхăн тĕп пайĕ калаçакан чĕлхене пĕлекен çыравçă çав чĕлхепе ыйтса пĕлет. Енчен те пирĕн хутлăхра пурăнакан çын вырăсла ăнкармасан Росстат хатĕрленĕ ыйтусен ятарлă пуххи тăрăх чăвашла калаçмалла.
Хуравсене пĕлтерекен çын сăмахĕ тăрăх çырав хутне вырăс чĕлхипе – Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхипе – кĕртеççĕ.
– Эсир хăвăр халăх çыравне мĕнле йышăнатăр?
– Пирĕн, статистиксен, шухăшĕпе, çырав – эпир пĕрлĕхлĕ аслă халăхăн уйрăлми пайĕ пулнине туйма май паракан лайăх мел. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнса çынсем пĕрлĕхе чăмăртанаççĕ. Ахальтен мар-тăр 2010 çулхи çырав "Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ" тĕллевпе иртет.
Н.СМИРНОВА калаçнă.